16:10 03 апреля 2017 г.
Сăкăт шкулĕ 2016-2017 вĕренÿ çулĕн тăваттăмĕш чĕрĕкне пуçларĕ. Ку эрнене математикăпа информатика предметне халалланă, ĕç йĕркине малтанах çирĕплетнĕ.
Н.Ф. Лукьянова информатика учителĕ ертсе пынипе 9а класра паян «Хамăр вăйă» конкурс иртрĕ. «Байт» (арçын ачасем) тата «Инфопĕлÿçĕ» (хĕр ачасем) ушкăнсем информатика тĕнчинче вăй виçрĕç. Хĕрÿ кĕрешÿре «Байт» тавçăруллăрах пулни палăрчĕ.
Вĕрентекен вăййа кулленхи пурнăçпа çыхăнтарма та манмарĕ,«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» уйăхлăхпа килĕшÿллĕн йĕркелени ăмăртăвăн хакне татах та ÿстерчĕ.
Надежда Фёдоровна конкурса пĕтĕмлетрĕ, чи маттуррисене сюрпризсемпе савăнтарчĕ— «пиллĕксем» парнелерĕ.
Сугутское сельское поселение Батыревского района