АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аслăчеменсем урам хушшине тасатса тикĕслеççĕ

12:25 13 апреля 2017 г.

Кас хушшинчи çулсем яка та тикĕс пулсан кирек епле техникăпа та кĕрсе тухма май пур. Таса та  тирпейлĕ урам хушшипе вара ватта-вĕтте  утма та кăмăллă. Çавна шута илсе Патăрьел районĕнчи Чакă-Чемен ялĕнче пурăнакансем  ял тăрăхĕнчи кассем хушшинчи çулсене якатсах тăраççĕ, хастарсем хăйсем вак чул-кирпĕч тупса сарма та уркенмеççĕ. Тунă илемĕ хамăршăнах-çке.

Аслă Чементи Хăрах кас урамĕнче пурăнакансем  Аслă Мăнкун умĕн кас хушшине тасатса тирпейлерĕç. Икĕ кун хушши  çамрăксен аллинче ĕç вĕресе çеç тăчĕ. Федор Селиверстов, Петр Фролов, Геннадий  Химетов, Николай Платонов, Башмаков Анатолий, Николай Кузьмин çул çине вак чул сарса тарăн колейăсене тикĕслерĕç. Хăйĕн техникипе турттарса пулăшаканĕ Александр Кошелев пулчĕ.  Аслăрах çултисем те  çамрăксемпе тан ăмăртса ĕçлерĕç. 

Ял тăрăхĕнчи пиллĕкмéш округ депутачĕ Николай Кузьмин ырă ĕç тума  хутшăннă çынсене пурне те тав сăмахĕ каларĕ.

Большечеменевское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика