АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Юрă ăстисем

14:05 14 апреля 2017 г.

  Çуркунне çитнĕ май мĕнпур чĕр чун вăранать. Инçетрен, кăнтăр енчен, кайăксем вĕçсе килеççĕ. Пурте савăнăçлă. Кашни харпăр хăй юррине юрлать. Юрлаççĕ çеç-и? Юрлама пĕлменнисем тĕрлĕрен  «музыка инструменчĕсем» шухăшласа тупнă та тĕлĕнмелле кĕвĕсем калаççĕ.

Шăпах  Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелти 2 класра вĕренекенсем çак кĕвĕсене итлесе киленчĕç. Александр Ларев  Татьяна Козлова учительница ертсе пынипе хатĕрленĕ «Чăваш Республикинчи кайăксем тата вĕсен сассисем» презентаци пурин кăмăлне те кайрĕ.

  Акă юман çине ула такка пырса ларчĕ те тытăнчĕ шаккама. Кайăк мар, çын параппан çапать тейĕн.

  Сар кайăк юрлани  флейтăпа шăхăртнинчен ним чухлĕ те кая мар.

  Шăнкăрч вара пур майлă та пултарать. Вăл ытти кайăксен юррисене те юрлаять, çынсем евĕр те шăхăрса пăхать.

  Чĕкеç вĕçсе килсен пÿрт умне тухса лар та итле кăна, пĕр такăнмасăр сăвă каласа парать.

Çапах та чи ăсти вăл-шăпчăк. Юрри мĕнле çепĕç, илемлĕ. Ахальтен мар ăна çут çанталăкăн тава тивĕçлĕ юрăçи теççĕ.

-Кайăксем- пирĕн туссем! Вĕсем- çут çанталăк илемĕ. Вĕсене упрама, пулăшма тăрăшасчĕ,-пĕтĕмлетрĕç ачасем.

Мероприятие Татьяна Николаевна  Раççейре иртекен «Пурте пĕрле тăватпăр!» экологи акцийĕпе те çыхăнтарчĕ. 

 

Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика