АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ

08:37 19 апреля 2017 г.

             «Çурхи тĕнче вăраннă чух, Хаваслă кун шăраннă чух…»

Чăваш Республикин гимне юраса пуçларĕç уроксене паян, ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи 1- мĕш номерлĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта. Планпа килĕшÿллĕн  чăваш чĕлхи эрнинче тĕрлĕ мероприятисем иртĕç. Акан 18-мĕшĕнче шкулти библиотекăра И.Я.Яковлева халалласа  выставка йĕркелерĕç. Выставкăра вĕренекенсем чăваш халăхĕн мухтавлă çыннин, И.Я.Яковлевăн пултаруллăхĕпе, ĕçĕ – хĕлĕпе паллашма пултарчĕç.

            Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем уроксенче, класс тулашĕнчи  сехетсенче аслă вĕрентекенĕмĕр çинчен тĕплĕнрех чарăнса тăчĕç. Чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлевăн  халалĕнчи шухӑшсем кашни ача чунне, чĕрине пырса тивессе  шанас килет. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем аслă вĕрентекенĕмĕр çырнă юмахсемпе паллашрĕç, унти сӑнарсене  ÿкерчĕҫ. Паянхи кун тухăçлă иртрĕ.

 

Батыревское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика