13:23 21 апреля 2017 г.
2017 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Ыхра Çырми вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхи эрнин планĕпе килĕшÿллĕн 11-мĕш класра „Аттепе анне пулсассăн, пуринчен те эп пуян“ уçă урок иртрĕ. Кашни ача хăйĕн юратнă çыннисем çинчен ăшăпа çеç аса илчĕç, туслă çемьере пурăннине çирĕплетрĕç. Мĕнре-ши çемье телейĕн вăрттăнлăхĕ? Çак ыйту çине те ачасем тĕрлĕрен хуравлама тăрăшрĕ. Вĕренекенсем хăйсен туслă çемйи çинчен йĕркеленĕ видеоролик пăхса киленчĕç. Илемлĕ юрă-кĕвĕ итленĕ май ачасем çемье йывăççине ăсталарĕç. Иван Яковлев халалне ăша хывса çакăн пек пĕтĕмлетÿсем турĕç: “ Пуянлăх, сывлăх, савăнăç, ăнлану тата ытти лайăх пулăмсемпе туйăмсем пулсан çемьере телей хуçаланать. Çемье хÿттисĕр, пулăшăвĕсĕр ача нихăçан та йĕркеллĕ çитĕнеймест. Çемьесĕр çыннăн пурнăç тĕллевĕ те çук. Çемье- пурнăç илемĕ, кăмăл-сипет управçи. Унта яваплăх та, тăрăшулăх та, ĕçченлĕх те, юрату та тĕп вырăнта тăрать“. Урок усăллă та тухăçлă иртрĕ. С.П.Кулакова вĕрентекен урокра ачасем хастар пулнишĕн кăмăллă пулчĕ. Светлана Пантелеймоновна вунпĕрмĕшсене çемье ăшшинче тĕвĕленнĕ савăнăçлă та ырă туйăм тĕрлĕрен çитĕнÿ тума, экзаменсене ăнăçлă тытса ĕмĕтсене пурнăçлама тата пурнăçра чăн-чăн çын пулма сунчĕ.
Батыревский район Чувашской Республики