АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ай, ташлар-и ташшине, ай, юрлар-и юррине!

21:44 22 апреля 2017 г.

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Алманчă шкулĕнче «Ай, ташлар-и ташшине, ай, юрлар-и  юррине!»  конкурс иртрĕ. Конкурс  хăйĕн ытамне чăваш сăвви-юррине, вăййине савакан  1-9-мĕш  классенче вĕренекен пултаруллă ачасене пуçтарчĕ.

          Ку конкурса чăваш халăх поэчĕ П. Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине, Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкне халалланă. Чи пĕлтерĕшли - уяв чăваш чĕлхе эрнинче иртни. Уява илем кĕртме 85-çулхи Краснова Зоя Андреевна - ĕç ветеранĕ хăйĕн тĕррисене шкула парнелерĕ.

            Ачасем конкурса тĕплĕн хатĕрленнĕ. Акă, «Сăвă чи ăста калакан» номинацире сăмах тăван чĕлхе, Тăван çĕршыв, ачасене пăхса ỹстерекен анне çинчен пычĕ. Вĕренекенсем хăйсен сăввисемпе те паллаштарчĕç. 2-мĕш класра вĕренекен Лукиянова Софья,  5-мĕш класра вĕренкен Хадарова Виктория, 6-мĕш класра вĕренекенсем Павлов Данилпа Гаврилова Дарья сăвă вуласа тыткăна илчĕç.

            3-мĕш класра вĕренекен Павлова Диана, 9-мĕш класра вĕренекенсем  Аляшкина Анжеликăпа  Егорова Милена «Чи лайăх юрлакан» номинацире палăрчĕç.

        «Чи лайăх ташлакан» номинацире çĕнтерÿçĕсене палăртма питĕ йывăр пулчĕ.  Чи маттуррисем 6-мĕш класра вĕренекенсем пулчĕç. Маттур та пултаруллă вĕренекенсене ăшшăн саламласа малашне те ăнăçу сунатпăр.

село Алманчиково Батыревского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика