09:27 24 апреля 2017 г.
Любовь Васильевна Маркова вĕрентенекен тата Надежда Геннадьевна Горшковăпа Венера Петровна Беззубова ашшĕ-амăшĕсен комитечĕ ертсе пынипе Анат Туçари пуçламăш шкул – ача садĕнчи 1-4 классем Патăрьелĕнчи «Çăкăр» музея çитсе килчĕç. Вӗренекенсене музей ӗçченӗсем хапӑл туса кӗтсе илчӗç. Экскурсовод Наталия Николаевна авалхи çынсем çăкăра мĕнле туса илнине тĕплĕн каласа пачĕ. Ĕлĕкхи çынсен ĕç хатĕрĕсемпе те паллаштарчĕ. Хальхи саманари ачасем музейра хăйсене пĕр-пĕр юмаха лекнĕ пекех туйрĕç
Патăрьел çĕрĕ тăмпа пуян. Музейра тăмран ăсталанă тĕрлĕрен савăтсене те курса тĕлĕнчĕç шкул ачисем.
Тури Туçари вăтам шкул ачисем ăсталанă космос карапĕсем çумĕнчен шăпăрлансем темччен уйрăлаймарĕç. Усă курнă йогурт, сок, майонез савăчĕсенчен çавăн пек хитре карапсем тума пултарни ачасене питĕ тĕлĕнтерчĕ.
Аслă Аттелĕх вăрçине халалланă кĕтес те пур музейра. Унта ытларах салтаксен сăн ÿкечĕкĕсем, вăрçăран янă виç кĕтеслĕ çырусем упранаççĕ.
Музейран ачасем тулли кăмăлпа тухрĕç.
Тойсинское сельское поселение Батыревского района