АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çуркуннепе Ĕç уявĕ _ Патăрьелĕнче

12:05 01 мая 2017 г.

Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ кашни çуле ăрасна килет. Пĕлтĕр вăл Христос чĕрĕлнĕ кунпа тỹр килчĕ пулин те, çурхи хĕвел хăйĕн ăшшипе савăнтарсах каймарĕ. Кăçал вара ăна ыйтса илнĕ тейĕн: Çуркуннепе Ĕç уявĕччен çутçанталăк та ешĕл тумне улăштарма ĕлкĕрчĕ, уй-хир "хурçă ут" шавĕпе тулчĕ, тавралăх та хĕл ыйхинчен вăранса куçне яриех уçрĕ темелле.

Çурхи хĕвел ăшшине, шанчăкпа ырлăха, савăнăçпа юратăва, ырми-канми тăрăшакан ĕç паттăрĕсене сăнлакан уяв Патăрьелĕнче савăнăçлă та пысăк кăмăл-туйăмпа иртсе кайрĕ. Ирхине вунă сехет тĕлне район центрĕнчи ĕç коллективĕсем, обществăлла организаци хастарĕсем, ытти çынсем капăр колоннăсемпе район администраци çурчĕ умне савăнăçлă уява пуçтарăнчĕç. Çĕкленỹллĕ кĕвĕ-çемĕ майĕн аслă ăрури çынсем те юратнă мăнукĕсемпе колоннăсем çумне хаваспах хутшăнчĕç. Çынсем пĕр-пĕрне уяв ячĕпе саламлаççĕ, асăнмалăх сăн ỹкерттереççĕ, шỹтлеçççĕ-кулаççĕ. Хăшĕсем тата район администраци умĕнче ĕç паттăрĕсене халалланă сăн ỹкерчĕксен куравĕпе паллашаççĕ. Уяв мĕнле иртсе пынине пăхса тăма та кăмăллă!

Çуркуннепе Ĕç уявĕн савăнăçне пайлама пухăннисене чăн малтанах район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов саламларĕ, тĕрлĕ ăрури, тĕрлĕ шайри çынсене пĕрлештерсе тăракан хаваслă уявра пурне те ырă та çутă малашлăх, пысăк ăнланулăх, хавхалану, çĕнĕ ỹсĕмсем тума сунчĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕ яланах ĕç паттăрĕсемпе, ĕç династийĕсемпе палăрса тăнă. Район пуласлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшакан ĕçченсене, çамрăксемпе аслă ăру хастарĕсене çавăн пекех районти ял хуçалăх, вĕрентỹ тата культура отраслĕсен профсоюзĕн лидерĕсем И. Васильев, С. Елагина, Н. Мазякова ăшшăн саламларĕç. "Çурхи кунсем пысăк шанчăк, çĕкленỹ, илсе килччĕр, кашнин чĕринче çуркунне ырă туйăм вăраттăр",_ палăртрĕ хăйĕн шухăшне Илья Вячеславович ака-суха ĕçне пикеннĕ халăха ăшă сăмахсемпе хавхалантарса. Малалла çамрăк армеецсем марш утăмĕпе Раççейĕн хĕрлĕ-кăвак-шурă тата Чăваш Енĕн сарă ялавĕсене символлакан пысăк татăксене йăтса тухнă хыççăн тĕрлĕ ялавсемпе, асамат кĕперĕ евĕр тĕссемлĕ хăмпăсемпе, çеçкесемпе капăрлатнă колоннăсем хаваслă юрă-çемĕ майĕпе Патăрьел урамĕпе кану паркнелле утрĕç. Чăн малтанах уява хутшăннисене Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Ялуков ăшшăн саламларĕ. Ун хыççăн иртнĕ çул кану паркĕнче ĕç геройĕсене чыс туса уçнă Мухтав аллейи умне чечек кăшăлĕсем хучĕç, пиртен уйрăлнă тăванăмăрсене пуç тайрĕç.

Çак кун культурăпа кану паркĕнчи уяв шавĕ чылайччен лăпланмарĕ. Тĕрлĕрен пултарулăх коллективĕсем савăк юрă-ташăпа кăмăла уçрĕç, шăпăрлансемпе аслăраххисем вăйă лапамĕсенче савăнчĕç.

Патăрьелсем Çуркуннепе Ĕç уявне хаклаççĕ

Галина Филиппова, педагогика ĕçĕн ветеранĕ:

_ Çуркуннепе Ĕç уявĕ маншăн тата пирĕн çемьешĕн хисеплĕ те асра юлакан уявсенчен пĕри. Çак ятпа эпир ачасемпе, мăнуксемпе, тăвансемпе пуçтарăннатпăр, савăнатпăр. Уяв савăнăçне пайлас тĕллевпех эпĕ Мускавран васкаса çитрĕм.

Лариса Нурсова, Патăрьелĕнчи тĕп аптека ĕçченĕ:

_ Çуркуннепе Ĕç уявĕнче мĕнпур коллективсем пĕрле пуçтарăнни, савăнăçа пĕрле пайлани, пĕр-пĕрне ырă сунни _ пархатарлă тесе шутлатăп. Çак уяв манăн шухă ачалăхăма та, юратнă аттепе-аннене те (йывăр тăприсем çăмăл пулччăр) аса илтерет. Çутçанталăк чĕрĕлнĕ вăхăтра паянхи евĕр пурте пысăк хавхаланупа уява хутшăнма май пулнишĕн эпир коллективра пурте савăнтăмăр.

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика