АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнтерÿ паттăрĕсене сума суса «Георги хăйăвĕ» акцие хутшăнса

14:19 03 мая 2017 г.

 Вăрçăра вилнисем манăçмаççĕ

                                                                                     Пурăнаççĕ çĕр-шыв асĕнче.

Çăлтăрсем пек çиçсе ялкăшаççĕ

                                                                                             ÿсекен ăрусем умĕнче.

 

       Турхан шкулĕн волонтерĕсем Çĕнтерÿ паттăрĕсене сума суса çулленех «Георги хăйăвĕ» акцие хастар хутшăнаççĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене тав сăмахĕ каланине пĕлтерекен хăюсене халăха валеçсе пама иккĕмĕш хутчен тухрĕç. Паттăрлăхпа вилĕмсĕрлĕхĕн паллине ялăн тĕп урамĕсенче, тĕрлĕ ĕç учрежденийĕнче валеçрĕç.

     Георги хăйăвĕ - мăнаçлăх туйăмĕ çуратакан Мухтав тата Астăвăм символĕ.  Çак акци Тăван çĕр-шывăн чи пысăк наградисенчен пĕрне -  Мухтав орденне хисеп туни. Георги хăйăвĕн историйĕ пуян. Унпа Раççей çарĕнче Çвяттуй Георги орденĕ, Георги хĕресĕ тата Георги медалĕ çумне хурса чи паттăр çынсене наградăланă. Хăю тĕсĕсем -  хурапа сарă тĕссем - салтак çапăçу хирĕнче паттăрлăх кăтартнине, вилĕм ункинчен те чĕррĕн тухнине палăртакан паллă.

   Вăрçăра пуç хунă салтаксене çамрăк ăру яланах асра тытать, вĕсене аслă Çĕнтерÿшĕн тав тăвать.

 

 

Тарханское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика