АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ака акмасăр иртмест

13:14 05 мая 2017 г.

Район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов район пуçлăхĕ М. Петров ертсе пыракан "Малалла" тата "Первомайск" хуçалăхсенче пулчĕ, кунта çур аки еплерех пынипе паллашрĕ.

Икĕ хуçалăхра та яваплă тапхăра тĕплĕн хатĕрленнĕ. Нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕсене сỹреленĕ. Кĕрхи культурăсем аван хĕл каçнă, вĕсен пĕр пайне апатлантарнă.

_ Çĕр пĕр пек типейменнипе çеç хирсенчи хăш-пĕр лаптăксене техникăна кĕртейместпĕр. Ытти енчен йывăрлăхсем çук. Вăрлăхпа ĕçлекен хуçалăх пулнă май эпир çулленех вăрлăхсене çĕнетсе тăратпăр, пурте супер элита е элита. Сăмах май, пирĕн вĕсем сутлăх та пурччĕ. Районти, ют регионти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем туянчĕç, _ терĕ Михаил Владимирович хуçалăхсемпе паллаштарса çỹренĕ май.

М. Петровпа Л. Кузнецов сухан вăрлăхĕн анине, тырă тата пăрçа акнă çĕре çитсе курчĕç.

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика