АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аслă Çĕнтерỹ кунĕ _ чаплăран та чаплă уяв!

17:08 09 мая 2017 г.

Тỹпе йăлтăр таса, сывлăш уçă ытла! Кĕрлесе, янраса вăранать ял-хула. Кашнин сăн питĕнче çутă савнăç куран. Епле хỹхĕм тĕнче _ Мир уявĕ паян!

Паян пирĕн çĕршывра Аслă Çĕнтерỹ кунне чыслăн та чаплăн паллă тăваççĕ. Ирхине вунă сехетре Патăрьелĕнче те çĕршер çын "Вилĕмсĕр полкпа" юнашар тăчĕç, вăрçă вăхăтĕнчи кĕвĕ-çемĕпе митинга пуçтарăнчĕç. Кашни çыннăн питĕнче тĕрлĕрен туйăм палăрать: пичĕсене хура-шур сахал мар йĕрленĕ ватăсем ветерансем пекех тарăн шухăшлă, çамрăксем вара паянхи тăнăç та лăпкă пурнăçшăн хаваслă... Пĕтĕмĕшле илсен вара Аслă Çĕнтерỹ кунĕ Патăрьелĕнче пуриншĕн те чаплăран та чаплă уяв пулни кашни утăмрах сисĕнчĕ. Акă мĕнлерех хак параççĕ ăна тĕрлĕ ăру çыннисем:

Хаклав

Татьяна Табакова, педагог-ветеран:

_ Кашни çулах эпĕ Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе йĕркелекен митинга пысăк хавхаланупа хутшăнатăп. Кăçал та Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти "Вилĕмсĕр полкпа" юнашарах утрăм. Манăн алăри портрет _ аннен пиччĕшĕ Александр Захарович Портнов вăрçă ветеранĕ. Вăл Сталинградран пуçласа Берлина çити утса тухнă. Пĕр хĕрỹ çапăçура йывăр аманнă, контузи илнĕ. Телее, салтак вăл вăрçăран хăйне амăшĕ пил парса кăларса янă киле таврăннă, анчах йывăр сурансене пула пурнăçран ир уйрăлнă.

Николай Краснов, вăрçăпа ĕç ветеранĕ:

_ Çĕнтерỹ кунĕ _ пирĕншĕн куççульпе савăнăç уявĕ. Ĕнер пире, вăрçă ветеранĕсене, Ишекре пысăк хисеп туса саламларĕç, чыс турĕç, уяв кунĕнче асăну палăкне уçрĕç. Паян вара Патăрьелĕнчи митинга хутшăнатпăр. Çак куна эпир çулсеренех чăтăмсăррăн, куç пекех кĕтетпĕр. Çулĕсем шултăраланса пынă май, ăна сывлăхпа кĕтсе илме çулталăкĕпех хатĕрленетпĕр. Тавах пирĕн правительствăна, республика, район ертỹçисене пире, вăрçă ветеранĕсене, тыл хастарĕсене, салтак арăмĕсене хисеп те чыс тунăшăн. Çĕр çинче урăх нихăçан та вун-тăхлан çумăрĕ ан çутăр, тỹпе яланах паянхи евĕр кăвак пултăр, сар хĕвелĕ пуриншĕн те йăл култăр.

Фаик Шапка, районти тĕп больница ĕçченĕ:

_ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кашни çемьене кĕрсе тухнă. Патăрьел районĕнчен çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хỹтĕлеме тухса кайнă салтаксем хушшинче пирĕн аттен пиччĕшĕсем те пулнă. Паян эпир пирĕн çутă пуласлăхшăн хăйсен çамрăклăхне татнă тăванăмăрсемшĕн ĕмĕрлĕх хĕлхемĕ умĕнче пуç тайма, вĕсене хисеплесе чечек кăшăлĕсем хума, салтак-ентешсем çичĕ ютра тупнă канлĕхшĕн пурте пĕрле шăп тăма пысăк коллективпах тухрăмăр. Çутă та таса уявăн пĕлтерĕшĕ çултан-çулах ỹссе пынишĕн эпĕ çав тери кăмăллă.

Марианна Горбунова, Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул директорĕ:

_ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 72 çул çитрĕ. Çĕнтерỹ кунĕ пирĕн халăхшăн, _ юнпа, куççульпе çăвăнса кĕтнĕ мăнаçлă кун. Çулсеренех çак уява ялсенче, район центрĕнче уявласси ырă йăлана кĕчĕ. Пур çĕрте те асăну митингĕсем иртеççĕ, маларах вара шкулсенче патриотла воспитани темипе мероприятисем, акцисем йĕркелеççĕ. Çаксем пурте пирĕн хисеплĕ вăрçă ветеранĕсене сума суса йĕркеленĕ программăсем. Патăрьелĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă малăк-монумент умĕнче йĕркеленĕ митинга та Алăмнчă ял тăрăх çыннисем кăмăлтан хутшăнчĕç.

Алексей Никольский, Патăрьел:

_ Çĕнтерỹ кунне çулсеренех çемьепе хутшăнма тăрăшатпăр. Святослав ывăлăма та пĕр çул тултарсанах салтакăн пилоткине тăхăнтартса митинга тухнăччĕ. Эпир, 80-мĕш çулсенчи çамрăксем, çĕр-шыв историне çырăнса юлнă 1418 кун пирки аннесем, кукамай-кукаçисем каласа панинчен ас тăватпăр. Çавăнпа та вăрçă синкерлĕхĕ витĕр тухнисем пирки пирĕн ачасем те пĕлмеллех тесе шутлатăп.

Максим Адикин, 7 çулта, "Сказка" ача садне çỹрет:

_ Эпĕ паян аттепе аннепе, йăмăкпа, кукамайпа Çĕнтерỹ кунне килтĕм. Майăн 9-мĕшĕ мĕнле уяв пулнине мана аттепе анне, воспитательница ăнлантарса панă. Паян эпир хамăр çемьепе палăк умне чечексем хутăмăр. Хаклавсене Альбина Егорова çырса илнĕ.

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика