09:09 13 мая 2017 г.
Майăн 17-мĕшĕнче _ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ
Майăн 17-мĕшĕнче республикăра, çав шутра пирĕн районта та, Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет.
Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем: 2017 çулхи çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пурнăçласси, çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасен канăвне тивĕçлĕ шайра йĕркелесси, çурхи ака-суха ĕçĕсем мĕнле пыни çинчен.
Тĕп хуламăртан килнĕ тата районта йĕркеленĕ информаци ушкăнĕсем ĕç коллективĕсенче тата аякри ялсенче пулса халăхпа курнăçса калаçĕç, çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнĕç.
АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии