АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Эпир – сцена ăстисем»

12:24 13 мая 2017 г.

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче сăвă калама, юрлама-ташлама маçтăррисем вĕренекенсем хушшинче чăнахах та нумай. Район шайĕнче иртекен конкурссенче час-часах малти вырăнсене те йышăнаççĕ вĕсем, пушăлла таврăнмаççĕ.  Спектакльте артист пулса выляс енĕпе вара мĕнле-ши?          Пултаруллисене шыраса тупса палăртас, малалла аталантарас тĕллевпе шкулта «Эпир – сцена ăстисем» конкурс иртрĕ. Ăна Экологи тата Ашшĕ-амăшĕн çулталăкне те халалларăмăр. Сцена çинче выляма суйласа илнĕ хайлавсем те шăпах çут çанталăка упрас, тăван тавралăха пуянлатас, çемьери ашшĕ-амăшĕпе ачасем хушшинчи йывăрлăхсене татса парас ыйтусем тавра пулчĕç.

     Палăртнă кун уроксем  хыççăн  ачасемпе вĕрентекенсем пысăк зала пуçтарăнчĕç, 1-8 классенчи артистсем хатĕрленĕ инсценировкăсене чăтăмсăррăн кĕтрĕç, тăвăллăн алă çупрĕç. Сцена çине малтан кĕçĕннисем,  кайран  аслăраххисем тухрĕç, куракансене култарчĕç, савантарчĕç. Уйрăмах 2 тата 5 классенчи артистсем маттурри палăрчĕ. Ыттисем те аван вылярĕç, хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

      Жюри ĕçсене тĕрлĕ номинацисемпе хакларĕ, ку конкурса татах та ирттермеллине палăртса хăварчĕ.

Сугутское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика