18:45 18 мая 2017 г.
Ачасен канăвĕ, пушар хăрушсăрлăхĕ, уй-хир ĕçĕсем тата...
Çак тата ытти ыйтусемпе юнашарах информаци кунĕнче сĕт пахалăхĕ, унăн хакĕ, ăна кирлĕ пек вырнаçтарас ыйтусене те çивĕчлетрĕç.
Районта йĕркелекен информаци кунĕ чылай чухне теори пайĕнчен, районти тĕрлĕ шайри ертỹçĕсемпе, яваплă çынсемпе кун йĕркинчи ыйтăва залра сỹтсе явнинчен пуçланаканччĕ. Хальхи вара тытăмĕпе те, çивĕчлĕхĕпе те, пĕлтерĕшĕпе те урăхларах пулса тухрĕ тесе хаклас килет. Информаци ушкăнĕн членĕсем - строительство, архитектура, тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ Александра Юсупова, Чăваш Енти социаллă тата культура программисен фончĕн коммерцилле мар организацин президенчĕ Михаил Федоров, "Агро-Инновация" хысна унитарлă предприяти директорĕ Михаил Федотов - ЧР ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Лариса Арсентьева ертсе пынипе Юхмапа Пăла тăрăхне ирхине пилĕк сехет иртсенех çитрĕç. Ирхи маршрутăн тĕп тĕллевĕ вырăнти влаçпа, районти зооветспециалистсемпе юнашар ял çыннисем килти хушма хуçалăхран паракан сĕт пахалăхне тĕрĕслесси, ирхи сăвăм хыççăн халăхпа куçа-куçăн курнăçасси пулчĕ. Хальлĕхе çакнашкал "эксперимент" пĕрремĕш хут иртрĕ пулин те, пĕрлехи "рейдăн" ĕçне, витĕмне, пĕлтерĕшне начар мар хакламалла. Сумлă делегатсемпе район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, район администраци пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ялхуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Леонид Кузнецов, районти тĕп ветеринар тухтăрĕ Петр Ефимов тата ытти яваплă çынсем те ирхине сĕт пухакансен тата продукцие хатĕрлесе сутакансен ĕçне куçпа курса хак пама пултарчĕç.
Пĕрремĕш ушкăн район администраци ертỹçи ертсе пынипе Ыхра Çырминче ĕçлерĕ. Чăн малтанах сĕт пуçтаракансемпе тата ăна туса илекенсемпе тĕл пулу ирттерчĕç, сĕт пахалăхĕ, хакĕ пирки калаçрĕç. Паян халăх тата ял хуçалăх предприятийĕсем сутакан сĕт пахалăхĕн ыйтăвĕпе чăнласах та правительство шайĕнче "чан" çапма сăлтавĕ пысăк. Пирĕн районта та кун йĕркинчен кайман çак ыйту тахçанах çивĕччисен шутне кĕнĕ. Мĕншĕн тесен Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен ăсанакан продукци пахалăхĕ чакнăçемĕн-чакса пырать. Паянхи кун та çынсем 3 - 36 процент таран сĕте шывпа хутăштарнине уççăнах çирĕплетме пулать. Ку тĕлĕшпе Шăнкăртамсем чи пысăк "рекорд" панăран, вунă çул ытла молокосборщикра тăрăшакан Ф. Янтыков усламçă тата ветспециалистсемпе юнашарах информаци кунĕн делегацийĕ хăйсен куçĕпе Ямашев урамĕнче пурăнакансем патшалăха сутакан сĕтĕн çăралăхĕпе çу хисепĕ тата ытти енĕ те çителĕксĕр пулнине курса ĕненчĕç. Хăшĕ-пĕри ултав пирки тунчĕç, пăркаланчĕç пулин те, суя çиеле тухрĕ. Пысăк ушкăн умĕнче хăйсене хăюллă тытакансем те пулчĕç.
- Вунă литр сĕт çине пĕр литр шыв хушатăп. Ăна чăнах та суймастăп. Мĕншĕн тесен кунта йĕри-тавра çапла тăваççĕ. Теприсем ăна ытларах та хушаççĕ-ха,- хăйĕн эмоцине пытараймарĕ пĕр çамрăк кил хуçи хĕрарăмĕ.
Тĕл пулура Шăнкăртамсем сĕт хакĕ пирки çеç мар, ĕне-выльăха çỹретме вырăн çукки пирки те ыйтăва татса пама пулăшу ыйтрĕç. Çавна май хăшĕ-пĕрисем 5-6 ĕнене 365 кун килте усраççĕ, алăран апат параççĕ, кунĕпе ай-сарăмне тасатаççĕ, шăвараççĕ...
- Хальхи вăхăтра усă курман, хыт-хура ỹсекен çĕрсене пусăçаврăнăшне кĕртес ыйту правительство шайĕнче тимлĕхре. Ку тĕлĕшпе пирĕн районта та пысăк ĕç пырать. Шăнкăртам ял тăрăхĕнче те усă курмасăр выртакан лаптăксем пайтах. Ял тăрăхĕн вĕсене çаврăнăша кĕртмелле, вара халăх валли те выльăх-чĕрлĕх çỹретмелли лаптăк пулĕ. Ытти çĕрте те çаплах тăваççĕ,_ ăнлантарчĕ ыйтăва хуравласа район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсемпе тимлекен пай пуçлăхĕ Леонид Кузнецов.
Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пысăк заводсем пысăк пахалăхлă сĕте çеç йышăнĕç. Ун чухне пахалăхне кура продукцин хакĕ чакма пултарасси те паллă. Çавăнпа та район администрацийĕн тĕп тĕллевĕ - малашне те районти 7 молокосборщикпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлесе сĕт хакне пĕр шайра - хальхи пекех 18,9 тенкĕ - тытса тăрасси. Сăмах май каласан, республикăра хальхи вăхăтра пĕр литр сĕт хакĕ вăтамран 16,4 тенкĕ. Чылай районта унтан пĕчĕкрех кăтартусем те пур.
Ку тĕлĕшпе халăхпа влаç хушшинче уççăнлăх, пайăрлăх кирлĕ. Халăх интересĕсене шута илсе, мĕнпур йывăрлăхсене парăнтарса тата сĕт пуçтаракансемпе пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени çеç конкретлăхпа çыхăннине палăртрĕ те район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов информушкăнăн ĕçне пĕтĕмлетнĕ май.
Çак кунхинех информаци кунне хутшăннисем районта ял хуçалăх ĕçĕсем еплерех ăнăçлăхпа пынипе те паллашрĕç, çак тĕллевпе "Батыревское" хуçалăхри "иккĕмĕш çăкăр" уйне çитсе курчĕç. Сăмах май каласан, асăннă хуçалăх кăçалхи çуракине ăнăçлă вĕçленĕ, 300 гектар йышăнакан çĕрулми лаптăнче те юлашки йăрансем никĕсе хывăнаççĕ. Районĕпе вара асăннă кун тĕлне пĕрчĕллĕ культурăсен 90 процент ытла акса хăварнă. Ака-суха ĕçĕсем республика шайĕнче те ăнăçлă пыраççĕ.
Умра - ачасемшĕн вăрăм та савăнăçлă çуллахи каникул. Çавăнпа та информаци кунне хутшăннисем районта шкул ачисен канăвне мĕнле йĕркелени, çуллахи вăхăтра пушар хăрушсăрлăхĕнчен сыхланса пурнăçламалли ĕçсемпе те паллашрĕç.
Информаци кунне пĕтмлетекен чи савăнăçлă самант централизациленĕ тĕп библиотекăра "Ĕç ветеранĕ" тата "Чăваш Республикинчи Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ черетлĕ ушкăна саламлани пулчĕ. Ĕçре ят-сум çĕнсе илнĕ паттăрсене район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, ЧР ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕн çумĕ Л. Арсентьева тата строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăх министрĕн çумĕ А. Юсупова саламларĕç.
Вулакана пĕлме
Районĕпе "Ĕç ветеранĕ" ята 4100, "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята 1858 çын тивĕçнĕ.
А. Егорова.
АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии