АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чун-чĕререн ырласа йышăнтăмăр

14:53 23 мая 2017 г.

Фания Бурчаклы, врач-стоматолог, вĕсен çемйи пĕлтĕр "Родительская слава" медале тивĕçнĕ:

"Ытти нумай-нумай çемьепе пĕрлех эпир те Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшỹллĕн Хисеп Орденне тивĕçнĕшĕн хĕпĕртетпĕр. Михаил Васильевич чăн малтан хăйĕн сăмахне çирĕп тытма пĕлнипе халăх умĕнче хисеплĕ. Пĕр çулхине вăл пирĕн Шăнкăртам ялĕнче йĕркеленĕ экономика форумне хутшăнчĕ. Çак пысăк пухура эпĕ Чебоксарская урамра çул япăх пулнине, ăна çĕнетмеллине хускатрăм. Республика Пуçлăхĕ ун чухне те пирĕн ял çĕнелсе, аталанса пынине ырăпа палăртрĕ. 2014 çултанпа пирĕн ял тăрăхĕнчи çулсене тирпейлеме çеç 70 миллион тенкĕ укçа-тенкĕ кайнине çирĕплетрĕ. Чебоксарская урамри асфальт çула вара 2018 çулта тума планланине пĕлтерчĕ".

Валерий Салмин, ЧР тава тивĕçлĕ экономисчĕ, ĕç ветеранĕ:

"Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пирĕн Республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева ĕçри çитĕнỹсемшĕн, общество ĕçĕ-хĕлне хастар хутшăннăшăн тата нумай çул тỹрĕ чунпа ĕçленĕшĕн Хисеп Орденĕпе наградăласси пирки кăларнă указпа кăмăлтан паллашрăмăр, çак ырă хыпара эпир, Туçа ял тăрăхĕнче пурăнакансем те, чун-чĕререн ырласа йышăнтăмăр.

Çак чыса тата хисепе Михаил Васильевич питĕ тивĕçлĕ. Республика Пуçлăхĕ ял халăхĕн пурнăçне лайăхлатас, çăмăллатас, хăтлăлатас тĕлĕшпе тăрăшса ĕçлени куçкĕрет. Ялсем çĕнелсе, капăрланса, çĕнĕ объектсемпе пуянланса пыни кăмăллă. Акă кăçал, тăван районăмăр 90 çул тултарнă çул, пирĕн ял тăрăхĕнчи Кивĕ Ахпỹртре Республика Пуçлăхĕн программипе килĕшỹллĕн черетлĕ ФАП хута кайĕ. Халĕ унта хĕрсех ĕçсем пыраççĕ. Районĕпе илес пулсан вăл шучĕпе çиччĕмĕш çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ пулать. Çак ялтах кăçал шкул çуртне тĕпрен юсама палăртни те çитĕнекен ăрăва пур енлĕн аталанса ỹсме кирлĕ услови туса паниех". 

 

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика