10:13 29 мая 2017 г.
Комментари
Альбина Егорова, "Авангард" хаçатăн редактор тивĕçĕсене пурнăçлакан:
- Çак кунсенче республикăн тĕп хулинче _ Шупашкарта _ Пĕтĕм халăх хушшинчи кинофестиваль хăйĕн ĕçне вĕçлерĕ. Юлашки çулсенче пĕр вăхăт çурма пушă ларакан кинозалсем кураканпа тулни, çынсем культурăллă канма, тавракурăмне тĕрлĕ майпа пуянлатма тăрăшни кăмăллă. Ку тĕлĕшпе пирĕн Республика Ертỹçи Михаил Игнатьев халăхшăн мĕнпур майсем туса панине те ырламалла. Чăнах та Чăваш çĕршывĕн тĕп хулинче иртекен кинофестиваль вунă çул хушшинче тăван халăхăмăрăн культура пурнăçĕнче пысăк йĕр хăварчĕ.
Кинофетиваль тапхăрĕнче 15 пин ытла çын хăтлă кинозалсенче пулса артистсемпе тĕл пулни, вĕсен ĕçĕсене курса хаклама пултарни питĕ паха. Унта çамрăксем те, аслă ăрури çынсем те, ачасем хутшăннине те ырламалла. Тĕп хуламăрта пурăнакан манăн тăвансем те çак тапхăрта пĕрре мар кинозалсенче пулса куравсемпе паллашнă, артистсемпе те тĕл пулнă.
Кино _ пирĕн ăрури çынсемшĕн иртни те, малашлăх та темелле. Икĕ сериллĕ Инди кинофильмĕсене пĕчĕк те тăкăс клубсенче каçăхса кайса пăхса ларни, кайран тантăшсемпе сỹтсе явни халĕ те асрах. Совет кинофильмĕсенчи паха кадрсем те чĕререх. "А зори здесь тихие" кинофильма кỹршĕсем патĕнче (чылайăшĕн телевизор пулман) урайне кĕрсе ларсах хамăр касри 17 ача пĕрле пăхни те асрах. Сăмах май каласан, Патăрьел район администрацийĕн пуçарăвĕпе культурăпа кану центрĕ çулсеренех ĕç коллективĕсем хушшинче Совет кинофильмĕсенчи юрăсен конкурсне йĕркелессине йăлана кĕртнине те ырламалла. Кăçалхи фестивале Чăваш Енти Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Раçейри Экорлоги çулталăкне халалланăччĕ.
Дания Салахова, Хирти Пикшикри вăтам шкулти директор çумĕ, халăх театрĕн режиссерĕ:
_ Маншăн кино, театр чун пуянлăхĕ шутланать. Шкулта вĕренекен хастарсемпе спектакльсем хатĕрлесси, кино е театр пирки калаçусем йĕркелесси, экскурсисене тухса çỹресси пирĕншĕн пысăк савăнăç. Паян республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче кинозалсем уçăлни, вĕсем хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан культура хатĕрĕсемпе пуянланса пыни кăмăллă. Республикăри кинофестивальте паллă артистсемпе, пултаруллă режиссерсемпе тĕл пулусем йĕркелени уйрăмах çамрăксен пушă вăхăтне усăллă ирттерме те май парать, ăс-тăна та аталантарать
АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии