АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Треньел ял уявӗ

16:33 29 мая 2017 г.

Треньел шывӗ тарӑн шыв,

Чи тарӑнни пилӗкрен.

Треньел хӗрӗ сарӑ хӗр,

Сарӑҫӱҫӗ пилӗкрен, -

 

шӑрантарчӗҫҫу уйӑхӗн юлашки вырсарни кун Треньелсем. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе кашни  урамран чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ватӑсемпе пӗрле ҫамрӑксем, ачасем пӗр ял вӑййине пуҫтарӑнчӗҫ. "Ҫамрӑклӑх" утравӗнче вӑйӑ картине тӑрса чӑвашсен вӑйӑ юррисене юрларӗҫ, ташшисемпе тӗлӗнтерчӗҫ.

Уява уҫма Тӑрӑн ял тӑрӑхӗн пуҫӑхӗ Константин Михеев,  Треньелӗнчи пуҫламӑш шкул-сад директорӗ Ирина Кошкина, Патӑрьел район администрацинйӗн социаллӑ аталану, туризм тата вырӑнти самоуправлени органӗсемпе ӗҫлекен тӗп специалист-эксперчӗ Полина Логунова, Треньел культура ҫурчӗн культорганизатӑрӗ Елена Сорокина  хутшӑнчӗҫ. Ял хӑтлӑхӗпе иленӗшӗн тӑрӑшакансене хисеп хучӗпе чысларӗҫ. Уяв ялавне ялти хисеплӗ ватӑсем ҫӗклерӗҫ.

Юрӑ-ташӑ концертне музыка вӗрентекенӗ Наталия Лаврентьева ертсе пычӗ. Шкул коллективӗпе пӗрле ял халӑхӗ хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартса пачӗ. Ытти ҫулсенчи пекех кашни касра пурӑнакансем хӑйсен номерӗсемпе паллаштарчӗҫ. "Кай, кай, Ивана" спектакльти пӗр сыпӑка сцена ҫинче выляса кӑтартса Хир урамӗнче пурӑнакансем куҫса ҫӱрекен кубока хӑйсен аллинчех хӑварчӗҫ (иртнӗҫулхи уявра та кубок Хир  кассинче пурӑнакансенче пулнӑ).

Каспа кас хушшинчи командӑсем ҫӑмӑл атлетика эстафетинче ӑмӑртрӗҫ. Сӑрт урамӗнче пурӑнакансен командине ҫитекенни пулмарӗ. Гиря йӑтассипе Михаил Фролов, алӑ вӑйӗ виҫессипе арҫынсем хушшинче Ярослав Логинов, хӗр арӑмсем хушшинче Наталия Никитина вӑйлисем пулчӗҫ.

Уява пуҫтарӑннӑ халӑха суту-илӱ речӗ хӑй патне йыхӑрчӗ. Ача-пӑча тутлӑҫимӗҫпе сӑйланчӗ, аслисем шашлык-шӱрпе тутанчӗҫ. Кӑмӑл тӑвакансем батут ҫинче сиксе савӑнчӗҫ.

Уяв сӗмӗ ял хушшинче каҫченех тӑсӑлчӗ.

Батыревский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика