17:19 05 июня 2017 г.
2017–мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 3-4 мĕшĕсенче Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи «Айдуш» уçланкинче ял уявĕ иртрĕ.
Уява паллă тума ватти те вĕтти те хастар хутшăнчĕ. Малтанхи кун çамрăксем мини-футболла вылярĕç. Унта Тури Чакăри 10 –мĕш депутат округĕн пĕрлештернĕ команди çĕнтерчĕ.
Каçхине уçланкăра ялти вăтам шкулта аслă классенче вĕренекенсем, Яганова Аделинапа Ангелина хăйсен юрри-ташшисемпе куракансене савăнтарчĕç. 4 çулти Константин Фролов телейлĕ ачалăх çинчен юрă юрласа куракансене савăнăç парнелерĕ.
Уявăн иккĕмĕш кунĕнче йăлана кĕнĕ пекех уява пуçтарăннисем уçланкăра тăванĕсемпе пĕрле вăйă картине тăчĕç, хаваслă купăс сассипе такмак каласа юрласа, ташласа савăнчĕç.
Уяв ячĕпе Аслă Чемен ял администраци пуçлăхĕ Гаврил Медведев, район администрациĕн пĕрлештернĕ бухгалтерийĕн тĕп бухгалтерĕ Антонина Михайловна Раськина уяв ячĕпе саламларĕç. Ял хушшине тирпей-илем кÿртес ĕçре пуçарулăх кăтартнă Валерий Тимошкина Патăрьел район администрацийĕн тав хутне парса чысларĕç.
Уяв иртекен уçланка тирпей-илем кÿртес ĕçре хастарлăх кăтартнă Андрей Иванова ял администрацийĕн хисеп хучĕпе парнине парса чысларĕç. 2017 -çул Ашшĕпе амăшĕн çулталакĕ пулнă май нумай çул хушши килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене ырăпа асăнчĕç, ачисене тивĕçлĕ воспитани панăшăн тав турĕç. Кирек епле атте –анне те ачасене, мăнукĕсене юратса, вĕсемшĕн чунне пама тăрăшаççĕ. Тĕпренчĕкĕсен ачалăхĕ телейлĕ пултăр, асра юлтăр тесе ачасене выляма, илĕртме площадка туса пама тăрăшаççĕ. Ку енĕпе иртнĕ çул Ивановсен çемйии палăрнăччĕ. Кăçалхи çул вара Аслă Чементи Валентинăпа Геннадий Фроловсен çемйиине çитекенни пулмарĕ. Ял администрацийĕ вĕсене хисеп хучĕ тата парне парса чысларĕ.
Куракансем Тури Чакă культура çурчĕ çумĕнчи хĕрарăмсен ушкăнĕ шăрантарнă юрăсене, «Ассорти» ташă ушкăнĕн пултарулăхне тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Шкулта вĕренекен ачасем вăйă туса кăтартрĕç.
Концерта Людмила Ежова библиотекарь ертсе пычĕ.
Ун хыççăн Тури Чакăра çуралса уснĕ, чăваш эстрадинчи çĕнĕ çăлтăр Александр Семенов тата паллă çамрăк юрăç Алина Алексеева уява пуçтарăннисене юрăсемпе савăнтарчĕç. Уçланкăра аслисем хушшинче тĕрлĕ спорт вăййисем иртрĕç: кире пуканне йăтасси, ал вăйне виçесси, канат туртасси т.ыт. те. Куракансем уйрăмах çамрăксем ирĕклĕ майпа кĕрешнине кăмăлтанах сăнарĕс. Така хуçисем - Николай Зотов, 40 çултан аслисен хушшинче Андрей Иванов пулчĕç ( Сергей Фролов тата Андрей Лысов парнелерĕç). Ачасем командăсем хушшинче амăртса тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç. Уява ирттерме Иван Матросов, Анжела Меркурьева, Анатолий Туптов пулăшрĕç.
Йăхсем хушшинче Зотовсене çитекенни пулмарĕ. Мария Григорьевна тăрăшнипе авалхи ал-ĕç хатĕрĕсен куравне тума та ÿркенмен. Малашне те вĕсене çак йăх-тăванлăх хутшăнăвĕсене йĕркелесе ертсе пыма сывлăх та пурнăçра çитĕнÿсем сунас килет.
Уява пуçтарăннисем ял тăрăхĕн, шкул тата ача сачĕн пурнăçĕ çинчен хатĕрленĕ стендсемпе паллашрĕç. Ача-пачасем валли тĕрлĕ аттракционсем те пулчĕç.
Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи «Айдуш» уçланкинче икĕ кун хушши иртнĕ уявра ял çынни те хăнасем те кăмăлтанах савăнннине пĕлтерчĕç. Уява кирлĕ шайра ирттерсе яма пулăшнă çыннăмăрсене пурне те ял администрацийĕ тав тăвать. Яланах çакăн пек хастар пулма сывлăх та анăçу сунать.
Большечеменевское сельское поселение Батыревского района