АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Раççей кунĕ умĕнхи шухăшсем

11:02 09 июня 2017 г.

 Гавриил Медведев, Аслă Чемен ял тăрăх пуçлăхĕ:

_ Июнĕн 12-мĕшĕ _ патшалăхăн сумлă уявĕ _ Раççей кунĕ. Асăннă кун чи çамрăк уявсенчен пĕри пулин те унăн пĕлтерĕшĕ, сумĕ çултан çул уссе пырать. Çак кун халăх хамăрăн Тăван çĕршывăмăра чун-чĕререн юратнине, унăн мăнаçлăхĕпе савăннине палăртать. Акă, кăçал районта иртекен 66-мĕш Акатуй-сабантуй уявне те Раççей кунне халалланă. Нумай нациллĕ туслă халăхăмăр çак ятпа июнĕн 11-мĕшĕнче "Хĕвеллĕ" уçланкăна пуçтарăнĕ. Уява эпир те çулсеренех хастар хутшăнатпăр. Кăçал та хамăрăн фольклор ушкăнĕпе район халăхне савăнтарасшăн.

 

Антонина Иголкина, Патăрьелĕнчи ача-пăча библиотекин заведующийĕ:

_ Пирĕн, вулавăш ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ _ çитĕнекен кĕçĕн ăрăва Раççей çĕршывĕн пуянлăхĕпе паллаштарасси, Раççей кунĕ чăнласах та наци пĕрлĕхĕн символĕ, гражданла туслăх, çынсем хушшинчи ырă хутшăнусен савăнăçĕ, уявĕ пулнине кăтартасси. Çак тĕллевпе эпир çулсеренех ача-пăча библиотекинче куравсем йĕркелетпĕр, районăн паллă çыннисемпе тĕл пулусем ирттеретпĕр. Паян, сăмахран, пирĕн вулавăшра ачасем те, аслисем те, "Çĕр çинчи çичĕ тĕлĕнтермĕш" кĕнекесен выставкипе паллашма пултараççĕ. Çак ятпах ятарлă презентаци те хатĕрленĕ.

 

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика