АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Янрасан хаваслă юрă Акатуй илемлĕрех!

13:21 10 июня 2017 г.

Июнĕн 10-мĕшĕ, шăматкун. Патăрьелĕн паттăр ывăл хĕрне, ĕçчен те пултаруллă халăхăмăра хăйĕн ытамне 66-мĕш хут пуçтаракан "Хĕвеллĕ" уçланкă ирпе-ирех хăнасене тарават пулни туйăнсах тăчĕ.

Тĕп сцена çинчен чăваш, вырăс, тутар юрри-кĕввĕсем, ташшисем черетленсе çеç тăраççĕ. Уяв лапамĕ çавăн пекех савăнăçлă вăйă-кулăпа, спорт ăмăртăвĕсемпе, карусель, батут, ытти илĕртмĕшсемпе, суту-илу ярмарккипе... тулнă. Нумай нациллĕ халăх пурăнакан Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи черетлĕ Акатуй-сабантуйăн пĕрремĕш кунĕ çапла кăмăлтан пуçланчĕ. Ку таранччен ăмăр тăнă çанталăкĕ çак кунхине ирпе-ирех хĕвелпе савăнтарнăран, уява пуçтарăннисем тата ытларах кăмăлĕсене ирĕке яма пултарчĕç. Тĕп сцена умĕнче шкул ачисемпе ашшĕ-амăшне, ака-суха хыççăнхи уява хапăл тунисене чăн малтанах район администрацийĕн вĕренту, çамрăксен политики тата спорт уйрăмĕн начальникĕ И. Рубцова çамрăк куракансене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене саламларĕ, пурне те хаваслă кăмăл, ăнăçу, пысăк çитĕнỹ сунчĕ. Ун хыççăн районти шкулсенчи сцена ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Хаклав

Анатолий Падусев, Сăкăтри вăтам шкул директорĕ:

 

 

-Эпир çулсеренех районта иртекен Акатуй концерчĕн программине хастар хутшăнма тăрăшатпăр. Кăçал та пирĕн вĕренекенсем Раççей кунĕ ячĕпе мăнаçлă юрă шăрантарчĕç. Анастасия Кузнецова вара хамăрăн ентешĕмĕрĕн _ Альбина Юратун _ "Чăваш Енĕм" сăввине питĕ ытарлă вуласа савăнтарчĕ. Çакнашкал уявсене чун-чĕререн хапăлласа йышăнатăп. Акатуй тата Раççей уявĕсем халăх туслăхĕн уявĕ тесе хаклатăп.

Акатуй программипе килĕшỹллĕн, сцена ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă вăхăтрах тĕрлĕ çулсенчи çамрăксем ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, кире пуканне йăтассипе, алă вăйне виçессипе, хăвăрт чупассипе тата ытти енĕпе те тупăшрĕç.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмртăвне хутшăнакансенчен чи-чи кĕçĕнни Михаил Голубев пулчĕ. Пулас олимпиеец ашшĕпе амăшне çеç мар, куракансене те хăйĕн хусканăвĕсемпе тĕлĕнтерчĕ.

Хаклав

Юрий Цветков, Кĕçĕн Патăрьел:

_ Акатуй-Сабантуйри чи кăсăклă самант маншăн _ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвне пĕтĕмлетни. Кун валли сăлтавĕ те пур. Пирĕн ывăлăм, Антон, мĕн пĕчĕкрен кĕрешес енĕпе ăсталăхне тутпать. Вăл район, республика шайĕнчи ăмăртусене те хутшăнать. Акатуйра эпĕ унпа юнашар пулни ăна вăй çеç парĕ.

 

Çапла чылайччен кĕрлесе те шавласа çеç тăчĕ паян "Хĕвеллĕ" уçланкă. Хаваслă юрăсен сĕмĕпе вăл тата илемлĕрех туйăнчĕ!

Альбина Егорова.

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика