17:43 11 июня 2017 г.
Кирилл Ермолаев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ:
|
-Нумай нациллĕ Патăрьел районĕн туслă çыннисем яланах кар тăрса ĕçлеме, пĕрле савăнма пĕлнĕ. Паянхи Акатуй-сабантуйра савăнакансем çакна тепĕр хут курса ĕненме пултарчĕç. Кашни ял тăрăхĕ хăйсен пурнăçне, йăли-йĕркине, халăх пултарулăхĕпе ăсталăхне кăтартакан баннерсем, куравсем йĕркелени, чăваш, вырăс, тутар халăхĕ туслăн пĕрле вăйă картине тухни, тĕрлĕ спорт вăййисенче пултарулăхĕпе ăсталăхне тĕрĕслени, пĕрле савăнни... уява илем сĕмĕ кỹрекен чи лайăх енсем. Унсăр пуçне, паллах, производствăра малта пыракансене ятран асăнса чыс туни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьелсен халăх уявне хутшăннă май, хăйĕн салам сăмахĕнче район ертỹçисен, ĕçченĕсен.ĕçри хастарлăхне, пысăк пуçарулăхне пĕр хутчен мар асăнса хăварчĕ. Шăнкăртамри Фарид Чабатов ертсе пыракан фермер хăйĕн пуçарулăхĕпе тата укçи-тенкипе осетр йышши пулă ĕрчетекен хуçалăх йĕркеленине те пысăк хак пачĕ. "Ку вăл хушма ĕç вырăнĕ те, бюджета пуянлатмалли çăлкуç та. Кун пек хастарсене мухтамалла çеç",-терĕ вăл.
|
Александр Сымов, Çĕньял шкулĕн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ:
|
_ Районта ака-суха ĕçне пĕтĕмлетекен халăх аявĕ _ Акатуй _ маншăн уйрăмах асра юлĕ. Уçланкăна пуçтарăннă йышлă халăх умĕнче Республика Пуçлăхĕн аллинчен ĕçре тунă çитĕнỹсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн _ Михаил Васильевич Игнатьевран _ Чăваш Республикин Хисеп грамотине илни маншăн питĕ пысăк чыс, хисеп пулчĕ. Çакă вăл манăн ĕçри хастарлăха, творчество шайĕнчи пултарулăхăма тата ытларах пуянлатмалли сăлтав.
Сăмах май каласан, манăн творчество архивĕнче ЧР вĕрентỹ министерствин Хисеп грамотипе, районти конкурсра çĕнтерсе "Районти чи лайăх учитель" ята тивĕçнĕшĕн чыс тунă Хисеп хучĕпе тата ытти тав хучĕсемпе юнашарах Республика Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшỹллĕн илнĕ чыславшăн коллективпа та, çемьепе те хĕпĕртетпĕр. Раççей кунĕ умĕн çакă маншăн питĕ пысăк парне пулчĕ.
|
Петр Никифоров, "Красное знамя" хуçалăх ертỹçи:
|
_ Паян чăн-чăнах та пирĕн район çыннисемшĕн, тĕрлĕ отрасльте тăрăшакан ĕçченсемшĕн, аякри тата çывăхри хăнасемшĕн чи кĕтнĕ те хисеплĕ уяв _ Акатуй! Раççейри Экологи, Чăваш Енти Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата тăван Юхма Енĕм 90 çул тултарнине халалланă уяв питĕ кăмăллă та асра юлмалла иртрĕ темелле. Патăрьелсене Михаил Игнатьев чыс, хисеп тума, республика шайĕнчи пысăк ỹсĕмсемшĕн тав тума килни те пĕлтерĕшлĕ.
"Красное знамя" хуçалăх çулсеренех çак уявра хисепе тивĕçет. Кăçалхи ака-суха ĕçĕсемпе пирĕн хуçалăх иккĕмĕш вырăн йышăнни, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи çитĕнỹсемпе вара районта чи кăтартулли пулни пирĕн хуçалăх ĕçченĕсен пĕрлехи ĕç результачĕ темелле. Ку _ пирĕн пĕрлехи савăнăç!
|
Надежда Михайлова, Нăрваш Шăхаль ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ:
|
_ Нăрваш Шăхальсем паянхи акатуя пысăк хавхаланупа хутшăнаççĕ. Çак тĕллевпе тĕп сцена çинче фольклор ушкăнĕ те, уйрăм артистсем те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. унсăр пуçне "Хĕвеллĕ" уçланкăра иртекен спорт ăмăртăвĕсенче те Нăрваш Шăхальсем сахал мар çĕнтерỹ турĕç. Уйрăмах маунтинбайк енĕпе тĕнче шайне тухнă Ирина Калентьеван пĕчĕк çĕршывĕнче пулас олимпиеецсем велоспортпа малти вырăнсене йышăнни савăнтарчĕ. Тепĕр пысăк хак вара _ район администрацийĕ манăн ĕçе пысăка хурса хаклани. "Районти чи лайăх муниципаллă служащи _ 2016" хисеплĕ ята илни муниципалитет ĕçĕнче мана тата ытларах хавханса ĕçлеме пулăшĕ. |
АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии