АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чи-чи вăйлисем старта тăчĕç

18:07 11 июня 2017 г.

Июнĕн 11-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи "Хĕвеллĕ" уçланкă çантал хĕвеллĕ те кăмăллă пулнăран-тăр кĕрлесе те янăраса çеç тăчĕ! Акатуйăн тĕн сцени çинчен юрă-ташă ăстисем савăнтарчĕç, çав вăхăтрах уяв программипе килĕшỹллĕн спортсменсем спортăн тĕрлĕ енĕсемпе хăйсен пултарулăхĕпе маçтăрлăхне кăтартса куракансене тыткăнларĕç. Чăн малтанах ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен вăййи акатуя пуçтарăннă нумай-нумай куракана тыткăнларĕ. Помост çине тĕрлĕ виçе ушкăнĕнчи спортсменсем 60, 70, 80... килограмлисем тухрĕç. Акатуйăн чи хисеплĕ парнине _ такана çĕнсе илекенĕ вара Çĕнĕ Шупашкарти олимп резервĕсен шкулĕнче вĕренекен А. Чашкин пулчĕ. 18 çул çеç тултарнă Кĕçĕн Арапуç каччине кĕрешỹ техникине вĕрентекенĕ, пĕрремĕш тренерĕ _ ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Абдулла Камалетдинов.

Хаклав

Марина тата Николай Чашкинсем, спортсменăн ашшĕпе амăшĕ:

_ Çĕнтерỹ çăмăл пулмарĕ пулин те, ывăлăмăрăн ăнăçăвĕпе питĕ мăнаçланатпăр, савăнатпăр. Çав вăхăтрах унăн пĕрремĕш тренерне чĕререн тав тăватпăр. Ывăлăмăр пĕрремĕш класранпах помост çинче. Спортпа питĕ туслă. Виçĕмçулхи Акатуйра та вăл пире савăнăç кỹчĕ, така çĕнсе илчĕ. Кăçалхи çĕнтерỹ те савăнăç куççульне кăларчĕ...

 

 

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика