20:02 11 июня 2017 г.
Акатуй-сабантуйăн пĕр лапамĕнче чăн малтан велосипедистсем страта тăчĕç. Чи-чи кĕçĕннисенчен пуçласа аслă çулхи каччăсемпе хĕрсен тупăшăвне хак пама çав тери кăмăллă пулчĕ. Ăмăртура ытларах Нăрваш Шăхаль, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул спортсменĕсем палăрчĕç.
Çăмăл атлетсенчен вара Первомайскисене çитекенни пулмарĕ. Ăста та пултаруллă спортсменсем иккĕмĕш çул ĕнтĕ акатуйри чи вăйлă чупакан ушкăн пулнипе палăрчĕç.
Хаклав
Василий Сабаев, спорт ветеранĕ:
_ Çамрăк чухнех эпĕ хăвăрт чупассипе район чысне çеç мар, республика чысне те сахал мар хỹтĕленĕ. Акатуйра çăмăл атлетсен ăмăртăвне кăмăлтан пăхма, хак пама юрататăп. Сăмах май каласан, 100 метрлă дистанцие эпĕ хăй вăхăтĕнче 11 секкундра чупса тухнă! Ун пек рекорд хальлĕхе акатуйра курман-ха...
АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии