АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Лайăх кăтартусемшĕн гранта тивĕçнĕ

20:41 11 июня 2017 г.

Районта 66-мĕш хут иртекен акатуя Патăрьелсем тулли те савăк кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Çакна валли сăлтавĕ те пур. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем çур аки ĕçĕсене çанталăк условине пăхмасăрах ăнăçлă вĕçлерĕç. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе çине тăрсах вăй хураççĕ. Ял хуçалăх продукцине туса илессипе те республикăра иккĕмĕш вырăнта. Çулталăк пуçланнăрапа ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче сĕт суса илесси 20 процент ỹснĕ. Раççей Федерацийĕн тата республикăн программисене те хастар хутшăнаççĕ. Шăпах çак тата ытти кăтартусем района республикăри хуласемпе районсем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăнма, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ районăн обществăлла инфраструктурине аталантарма паракан Гранта (6 млн тенкĕ) çĕнсе илме пулăшнă.

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика