АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăван атте çĕрĕ çинче

08:22 19 июня 2017 г.

Атте-анне çĕрĕ яланах сăваплă та хисеплĕ. Кирек ăçта пурăнсан та ĕмĕрлĕхе канлĕх тупнă чи çывăх çынсен вил тăприйĕ çине çитсе пуç таясси - чăвашăн авалтан пыракан йăли.

Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи 5 ывăлĕнчен пĕри - Инокентий çак кунсенче хăйĕн мăшăрĕпе тата 3 ачипе Çĕньяла килчĕ. Г.Айхи ячĕллĕ Çĕньялти тĕп шкула çитсе кунта краеведени музейĕпе тата поэт музейĕпе тĕплĕн паллашрĕ. Юлпашки çулсенче Инокентий Айхин ку тăрăха килме майĕсем пулманран, шкул унăн ашшĕ ячĕпе хисепленни те, кунти пуян содержаниллĕ музей та ăна хăйне те, унăн çемйине те питĕ тĕлĕнтерчĕ. Мăнукĕсемшĕн вара аслашшĕн шкул пĕтерни çинчен калакан свидетельство çинче пур предметпа та "5" паллăсем пулни ырă тĕслĕх пулчĕ.

Инокентий Айхи çемйи масар çинче пулса Геннадий Николаевич вил тăприйĕ çине чĕрĕ чечексем хурса пуç тайрĕç.

Вĕсемпе пĕрле килнĕ Атнер Петрович Хусанкай тата унăн мăшăрĕ Галина кунта поэт сăввисене вуларĕç, Г.Айхипе пĕрле ирттернĕ самантсем çинчен ăшшăн аса илчĕç.

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика