09:33 29 июня 2017 г.
Районта _ пичет министрĕ
Александр Иванов Виçĕмкун, июнĕн 28-мĕшĕнче, пирĕн районта Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов пирĕн районта пулчĕ.
Александр Степанович район администраци пуçлăхĕ Рудольф Васильевич Селивановпа пĕрле районта тухса тăракан "Авангард" хаçат ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. Ведомство министрĕ творчество коллективĕпе хускатнă ыйтусем чăн малтанах массăллă информаци хатĕрĕнче ĕçлекенсен паянхи проблемисене çивĕчлетме май пачĕç. Александр Степанович хăйĕн сăмахĕнче журналистсен хаçатăн сăн-сăпатне улăштарас, материалсен çивĕчлĕхне ỹстерес тĕллевпе чăн малтанах чĕлхе пуянлăхĕпе ытарлăхне шута илсе ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.
_ Хаçат тата вырăнти влаç халăхшăн ĕçлемелле, унăн интересĕсене, вĕсене паянхи кун пăшăрхантаракан çивĕч ыйтусене татса пама пулăшмалла. Унăн страницисенче тĕрĕс те çивĕч критикăлла материалсем, ырă та пархатарлă пулăмсем, хисепе тивĕçлĕ ят-сумлă çынсем пирки кăсăклă статьясем пичетленни журналистсен авторитетне те, вулакансен йышне те ỹстерĕ. Çапла пултăр тесен калем ăстисен творчество каçалăкĕнче пĕр вĕçĕм çĕннине шырамалла, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалла, çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртмелле,_ çапла тĕллев лартрĕ ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов "тăваттăмĕш влаç" коллективĕпе тĕл пулнă самантра.
Тĕл пулурах Александр Степанович хаçат редакцийĕн ĕçĕ-хĕлĕ, малашлăх планĕсемпе, çырăнтару тапхăрĕн итогĕпе те паллашрĕ, çак кунсенче "Авангард" хаçатăн интернет-сайчĕн çĕнĕ формачĕ ĕçлесе кайма хатĕр пулнине ырларĕ.
Район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов пичет ĕçченĕсене, журналистсене малашне те вырăнти влаç органĕпе тачă çыхăнура ĕçлеме, районти ĕç-хĕле тĕрĕс те оперативлă, кирлĕ пулсан критикăлла, çутатма ырă сунчĕ.
Тĕл пулурах Александр Степановичпа Рудольф Васильевич "Авангард" хаçат ĕçченĕсене çĕнĕ тĕп редакторпа _ Александр Козловпа _ паллаштарчĕç. Александр Иванович хаçат ĕçĕнче, журналистикăра, çĕнĕ çын мар. 1994 _ 1998 çулсенче вăл асăннă коллективра корреспондентра, экономика пайĕн заведующийĕнче, 2007 _ 2011 çулсенче вара "Авангард" хаçатăн тĕп редакторăн çумĕнче тăрăшнă. Çемьеллĕ, мăшăрăпе пĕр ывăл ỹстереççĕ.
Сăмах май каласан, районта тухса тăракан "Авангард" хаçатра ("Паянхи сас" ятпа тухнине шута илмесĕр) вунпĕрмĕш ертỹçĕ яваплă ĕçе кỹлĕнчĕ.
А. Егорова.
АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии