АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ах, çырли, çĕр çырли! Татса çиме кам хирĕç-ши?

09:36 04 июля 2017 г.

Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕн çĕр çырли лаптăкĕнче çынсем ирпе-ирех туллиех _ çырла татаççĕ. Пĕрисем тулли витрисене виçтернĕ вăхăтра тепĕр ушкăн çулçăсем айне пытаннă хĕрлĕ çырласене шырама пуçăнать. Çуркунне апатлантарнăран çимĕç çанталăк условийĕсене пăхмасăрах шултăра çитĕннĕрен савăт хăш вăхăтра тулнине сисме те çук.

_ Кăçал çĕр çырли тухăçĕ пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех, çавăнпа та курттăмăн туянакансемпе килĕшỹсем тумарăмăр. Район халăхĕ çителĕклĕ варени тума, хĕле валли шăнтса хума пултартăр терĕмĕр. Çынсем хăйсемех пухаççĕ, _ терĕ питомникăн директорĕ И. Шатилов.

Патăрьел çĕрĕ çинче çитĕннĕ çĕр çырлине татма Шупашкартан, кỹршĕ районсенчен те килеççĕ. Химисĕр, нитратсăр ỹснĕ çимĕçе кашнийĕ хапăлласах туянать.

О. Павлова

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика