15:11 04 августа 2017 г.
Патăрьелĕнчи чăх-чĕп ĕрчетекен станцинчен тĕрлĕрен шимп-шимпсене туянман çын çук та пулĕ. Хальхи вăхăтра та кунта хĕрỹ тапхăр пырать. Çынсем хур-кăвакалпа бройлерсене туянас тесе ĕлĕкхи евĕр шурăмпуçпе черет йышăнма васкамаççĕ, ирĕккĕнех туянма пултараççĕ. Хушма хуçалăхра кайăк-кĕшĕк усрас текенсем ăна суйласах илме пултараççĕ. Кунта хурсем çеç икĕ ăратлă. "Линда" текенннисем çичĕ килограмм таранах çитĕнеççĕ иккен. "КОББ _ 500" йышши бройлерсем те чăн-чăн хуртан пĕрре те кая ỹсмеççĕ, кĕркунне пĕри-пĕри 5-шер килограмм таяççĕ. Кăçал пуçласа район халăхĕ ИПСран мулард-кăвакалсене хапăлласа туянать. Унăн какайĕ сĕтеклĕ те, çуллă та мар.
Эрнекун район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селивановпа унăн çумĕ _ экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Леонид Кузнецов акционерсен "Батыревская ИПС" уçă обществин пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, малашлăх тĕллевĕпе паллашрĕç.
Кăçалхи февралĕн 17-мĕшĕнчен асăннă обществăна ертсе пыма Александр Владимирова шаннă. Юлашки вăхăтра производствăра татса памалли ыйтусем нумайланса кайнине пăхмасăр çамрăк çын хăюллăнах çĕнĕ "лава" кỹлĕннĕ. Çитменлĕхсене шутлă кунсенчех пĕтерме çук пулин те, калаçура Александр Иванович коллектива хавхалантарса ĕçлеттерме пултарни сисĕнчĕ.
Хаклав
Е. Илеменова, чĕп пăхакан:
"Эпир Г. Сейфуллинапа çак цехра вăтăр çул ытла ĕçлетпĕр. Çак сахал мар тапхăрта тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ ертỹçĕпе ĕçлеме тиврĕ. Александр Иванович çамрăк пулин те питĕ тăрăшса ĕçлет. Кĕске хушăрах хуçалăхри цехсенче чылай улшăну турĕ. Мал ĕмĕтлĕ ертỹçĕ хăйĕн шухăш-ĕмĕчĕсене работниксемпе, аслă çынсемпе уçăлса калаçни те кăмăллă". |
|
Сăмах май каласан, паянхи директор кайăк-кĕшĕк "чĕлхин" вăрттăнлăхне, вĕсене ỹстернĕ чухне тĕрлĕрен чир-чĕрпе кĕрешмелли, дезинфекци тумалли йĕркисене çирĕп пĕлет. Маларах предприниматель темиçе çул çак енĕпех ĕçленĕ. Çавăнпа та ертỹçĕ чăн малтанах хăйĕн ĕçне условисене лайăхлатнинчен пуçланине те ырламала. Тупăшран кĕнĕ укçана перекетлесех "целлофан" кантăксене чăн-чăннисемпе улăштарнă, цехсене пухăнса кайнă тислĕкрен тасатса шутарнă, чĕпсем тăмалли пỹлĕмĕсене çĕнетнĕ, ăшă системине улăштарнă, чĕпсене апатлантармалли, шыв ĕçтермелли таканисене çĕнетсе ансатлатнă...
Çав вăхăтрах чылай парăмпа татăлнă. Апла пулин те хăй калашле, ертỹçĕн çĕр шухăшран пĕр пĕчĕк пайĕ çеç татăлнă темелле. ИПС тулли хăватпа ĕçлесе каиччен пурнăçламаллисем пайтах. Пысăк лаптăкра вырнаçнă хуçалăхра кивелнĕ, юхăннă цех çурчĕсем, гараж вырăнĕсем те пур. Вĕсене "чун" кĕртес тесен те самай нухрат кирлĕ.
Юнашарах вырнаçнă виçĕ гектар çĕрпе те тухăçлă усă курмаллах. Хыт-хураран тупра туса илеймĕн.
Çапах та район ертỹçисемпе йĕркеленĕ ĕçлĕ тĕл пулура çĕнĕ директор коллективри çăмăл тав тиеве кỹлĕннĕшĕн ỹкĕнменни, "тунель" вĕçĕнчи çутта курса йывăрлăхсене парăнтарас ĕмĕтпе малалла утни, инвестрсемпе ĕç кăларма тăрăшни шанчăк çуратать. Çакна район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та палăртрĕ. "Район бюджечĕ пуян, халăх пурнăçĕ тулăх пултăр тесен, хамăрăн предприяти-организацисене тулли хăватпа ĕçлеттерме тăрăшмалла. Çакă вара чăн малтан коллектива ăнăçлă ертсе пыракан хуçаран килет",-терĕ.
А. Егорова
АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии