АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Таса çăл куçпа юнашар _ часовня

09:25 10 августа 2017 г.

Темиçе çул каялла Çăл Атăксемпе тавра ялсем çак вырăнта хальхи пекех йышлăн пуçтарăннăччĕ. Ун чухне Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Владыка Варнава çак ял вĕçĕнчи сăртлă вырăнта тапса тăракан çăл куçа çеç мар, шыва кĕрсе чунсене тасатмалли вырăна та сăвапларĕ. Халăх вăйĕпе тата унăн хастарлăхĕпе Хусанти Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ икон ячĕпе уçнă купельте паянхи кун та ватти-вĕтти кĕрсе чунне тасатать, куç пек тăрă таса шыва ĕçсе вăй илет.

 

Çветтуй сиплевçĕ Пантелеймон кунĕнче Çăл Атăкри çак асамлă вырăнта часовньăна ĕçе ячĕç. Христос тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăма халăх йышлă хутшăнчĕ. Мероприятие Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн епископĕ Феодор, Первомайскинчи храм настоятелĕ Сергий Пегасов протоиерей, Турхан храмĕн настоятелĕ Петр Забегаев протоиерей, Чăваш епархийĕн кăнтăр округĕнчи ытти священниксем хутшăнчĕç. Турра ĕненекенсемпе юнашарах район администрацийĕн пуçăхĕ Рудольф Селиванов, Турхан тата Çĕньял ял тăрăх пуçлăхĕсем Александр Еремеевпа Юрий Самарин хутшăнчĕç.

Владыка Феодор часовньăна сăвапличчен кĕлĕ ирттерчĕ, пурне те ырă та сăваплă ĕçшĕн тав турĕ, çак ĕçре уйрăмах хастарлăх кăтартнă А. Едривановпа Н. Остроумова Архиерей грамотисемпе чысларĕ.

 

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов хăйĕн сăмахĕнче православи тĕнне тытса пыракансемшĕн чиркỹсемпе часовньăсем епле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Ку вăл тĕрлĕ наци халăхне туслă пурăнма май парать, пĕр-пĕрин тĕнне хисеплеме вĕрентет. "Çакнашкал кĕлĕ çурчĕсенче хамăрăн ỹтпе чуна тасатса тата ытларах пархатарлă ĕç тăвар. Пĕрле чухне çитĕнỹ тума та çăмăл",-терĕ вăл.

Хаклав

В. Остроумов, "ОВИТ" фирмăн генеральнăй директорĕ:

лĕк лаша вити пулнă вырăнта паян купельпе часовня юнашар пулнине ырламалла. Çакă çитĕнекен ăрăва хамăрăн тĕн йăли-йĕркине тытса пыма, унăн историне тарăнтарх пĕлме те пулăшĕ".

 

Сăмах май каласан, паян пирĕн районта 13 чиркỹ, 18 мечĕт, пилĕк часовня пур.

Çак кунхинех ирхине Феодор Владыка районти чиркỹсенчен пĕринче _ Турханта _ уяв Литургийĕ ирттернĕ.

Альбина Егорова

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика