11:23 29 августа 2017 г.
Чӑваш ҫӗр шывне аякран хӑнасем час-часах килсе ҫӱреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Юхма тӑрӑхне те.
Треньел ялне хӗвел тухӑҫ ҫӗр шывӗн - Японин - чаплӑ ҫынни, Токиори ют чӗлхесен университечӗн профессорӗ Синдзиро Кадзамо килсе кайрӗ.
Профессор чӑвашсен юрри-кӗввипе, йӑли-йӗркипе, историйӗпе интересленет.
Тӗл пулӑва килнӗ ялти сумлӑ ватӑсем хӑнана вӑйӑ, ҫӑварни, хӑна юррисемпе паллаштарчӗҫ. Пӗртӑван аппӑшӗпе йӑмӑкӗ, Макарова Аннапа Галкина Александра аслӑ аттелӗх вӑрҫи вӑхӑтӗнчи ҫапӑҫу хирне тухса каякан хӗрсен юррипе амӑшӗн хӑна юррипе паллаштарчӗҫ. Игорева Дария хӑна юррине юрласа кӑтартрӗ. Сорокина Елена ҫӑварни юррине шӑрантарчӗ.
Ҫавӑн пекех ачалӑх вӑхӑтӗнче мӗнле вӑйӑсем вылянине, сӗтел ҫинче мӗнле апат-ҫимӗҫ пулнине, ӗлӗкхи сӑмах-юмаха аса илчӗҫ. Аякри хӑна тӗл пулу вӑхӑтӗнчи пур юрра-кӗвве те , юмах-халапа та, историне те диктофон ҫине ҫыртарса пычӗ, асӑнмалӑх фото ӱкерчӗ.
Туруновское сельское поселение Батыревского района