АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сăкăт: уяв ячĕпе — старта

14:31 16 сентября 2017 г.

"Наци кросĕ" — Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртекен пысăк уявсенчен пĕри. Ку спорт уявне Сăкăт ялĕ пĕр çул та хутшăнмасăр юлман. Ватти те, вĕтти те ял варринче вырнаçнă шкул стадионне пуçтарăнать, Сывлăх кунне уяв вырăнне хурса сумлать.

Паян та çак "Наци кросĕ-2017" уяв стадионта иртрĕ. Чи малтан "Çăлкуç" ача садне çÿрекен пĕчĕк шăпăрлансем старта тăчĕç. Волков Г., Мтин Д, Анюрова Я. финиша чи малтан çитрĕç.

Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем вара пысăк йышпах хутшăнчĕç кроса. Чи хăвăрт чупакансен ретĕнче Анюрова К., Сандыркин А., Андреев А(1-2 классем), Мтина А., Скрипкин В.(3-4 классем), Хмелёва К., Волков Д.(5-7 классем), Чернова Л., Волков А.(8-9 классем), Чернова В., Кузнецов А.(10-11 классем) çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.

Çитĕннисем хушшинче вара Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.В.Чернов финиша малтан çитрĕ.

Уява хутшăннисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.В.Чернов, Сăкăт шкулĕн директорĕ А.В.Падусев, "Çăлкуç" ача сачĕн ертÿçи Н.В.Нртина саламларĕç.

Ăмăртура палăрнисем Хисеп хучĕсем илме тивĕçлĕ пулчĕç.

Сугутское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика