13:18 22 сентября 2017 г.
Авăнăн 22 - 24-мĕшĕсенче Патăрьелĕнчи пĕвере пулă тытакансен фестивалĕ иртет. Карпфишинг турнирне ялти хисеплĕ ĕç тата спорт ветеранне Валерий Петрович Ялуковăн çутă сăнарне асра тытса йĕркелеççĕ.
Фестивале уçнă çĕре Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Ялуков, Патăрьел ял тăрăх депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ С. Ахмеев, пиртен вăхăтсăр уйрăлнă В. Ялуковăн ывăлĕсем, хамăр районти пулăçсемсĕр пуçне Ульяновскинчен,Мордовинчен,Канашран килнĕ спортсменсем хутшăнчĕç. Ăмăртун аслă судйи Н. Каклимов пурне те фестиваль пуçланнă ятпа саламларĕ, пулăçсене пысăк ăнăçу сунчĕ.
Сăмах май каласан, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче хисеплĕ çынсен ячĕпе спорт ăмăртăвĕсем, турнирсем йĕркелесси ырă йăлара. Сăмахран, Р. Соловьева хисеп туса кăçалхи нарăс уйăхĕнче вуннăмĕш хут çак вырăнтах пулăçсем хĕллехи фестивале пуçтарăнчĕç. Çавăнпа та Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Ялуков мероприятие хутшăнма хапăл тунисене тав турĕ, ăнăçу сунчĕ, Валерий Ялуков ячĕпе пĕрремĕш хут йĕркеленĕ турнир малашне йăлана кĕрессе шантарчĕ.
Фестивале йĕркелесе тата ăмăртăва хутшăнакансене хавхалантарса пыраканĕ В. Ялуковăн ывăлĕ, "Батыревское" пĕрлешỹ ертỹçи Петр Ялуков.
А. Егорова
Батыревское сельское поселение Батыревского района