АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аваллăхсăр малашлăх çук

15:29 27 сентября 2017 г.

    Тăван ен культурипе паллашас тĕллевпе çула тухрĕç  Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем Йĕпреç тăрăхне. Йĕпреç поселокĕнче вара республикăри пĕртен-пĕр уçă пĕлĕт айĕнчи музей пур. Музей ертÿçисем Светлана Никитина тата Надежда Белова ертсе пыракан ушкăна хаваспах кĕтсе илчĕç, аваллăх тĕнчипе паллаштарчĕç. Курса тĕлĕнмелли, асра юлмалли пайтах пулчĕ ачасемшĕн. Кашни çуртпа, хуралтăпа тул енчен паллашнипе çеç çырлахмарĕç, шалта мĕн пуррипе кăсăкланчĕç. Экскурсовод каланине тимлĕн итленисĕр пуçне çыртарса та илчĕç, сăн ÿкерчĕç. Хура пÿрт, лаç, кĕлет-ампар, чăлан, тимĕрçĕ лаççи , арман тата ытти хуралтăсен архитектурипе кăсăкланса чылай ыйту çине хурав пама тиврĕ экскурсоводăн. Савăт-сапи те, тумтирĕ те, капăрлăхĕ те, сĕтел-пуканĕ те, ĕç хатĕрĕ те хальхи мар-çке. «Мĕнле пурăннă-ха çакăн пек пÿртсенче пысăк йышпа?» - тесе шухăша каякан та пулчĕ. Тĕрлĕ художниксен картинисенчен йĕркеленĕ  выставкăна та пысăк хак пачĕç çамрăк çул çÿревçĕсем. Вырăссен чаплă летчикĕ, Совет Союзĕн Геройĕ Алексей Маресьев нимĕçсене хирĕç кĕрешнĕ вăхăтра урине татнă хыççăн тепĕр хут вĕçме хăнăхма Йĕпреç поселокне килни çинчен те пĕлни те ачасене мăнаçлантарчĕ.

      Музейпа паллашни уроксенче те кирлĕ пулнине туйса илчĕç çула тухнисем. Чи кирли вара  - мăн асаттесемпе асаннесем мĕнле условисенче пурăннине, мĕнле япаласемпе усă курнине, мĕн акса-туса  илнине куç умне кăларни.

       Усăллă та кăсăклă иртрĕ туризм эрнинчи  çул çÿрев.

Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика