АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы Батыревского района с Днем библиотеки

00:00 22 мая 2009 г.

Хаклă библиотека ĕçченĕсемпе вулакансем!

Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ ячĕпе сире чĕререн саламлатăп! Библиотекăсен ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ те ырă ĕç. Вĕсем хăйсен ĕçĕпе вулакансенче илемлĕх туйăмне çуратса аталантараççĕ, творчествăлла ĕçлеве вăратаççĕ.

Паян вулавăшсем хăйсен сăн-сăпатне тĕпрен улăштарчĕç, нумайăшĕ информации центрĕсем пулса тăчĕç. Вулакансем кĕнекесемпе, хаçат-журналпа, электрон энциклопедийĕсемпе, даннăйсен базисемпе паллашма, специалистсен консультацийĕсене илме пултараççĕ. Кунта вулакансен кирек хăш ыйтуне те интернет сетьне кĕрсе татса пама майсем пур. Палăртма кăмăллă, юлашки икĕ çулта районта вулавăшсене çÿрекенсен йышĕ уссех пырать.

Профессиллĕ уяв ячĕпе вулавăшсенче ĕçлекенсене ырми-канми хавхаланса ĕçленĕшĕн, пĕрмаях пултарулăх шыравĕнче пулнăшăн, суйласа илнĕ ĕçе чунтан парăннăшăн тав тăватăп. Пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу,телей унатăп!

Район пуçлăхĕ Н.Глухов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика