26 июля 2008 г.
Валентин Андреевич Смирнов Патăрьелĕнче çуралса ÿснĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл райĕçтăвкомра та, райкомра та, райпора та ĕçленĕ. Ахальтен мар пулĕ ăна Патăрьел районĕн энциклопедине те кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра В.Смирнов паллă общественность деятелĕ, поэт, Раççей Писательсен союзĕн членĕ, Тĕнчери халăхсен ăс-хакăл пĕрлĕх академийĕн членĕ, Пĕтĕм Раççейри “Россия православная” юхăмăн Тĕп совечĕн членĕ. Унăн кĕнекисене çĕр-шывра çеç мар, чикĕ леш енче те пĕлеççĕ. “Азбука юного Христианина” кĕнекине, сăмахран, 12 хутчен кăларнă. Ентешĕн унсăр пуçне “Сказал Господь...” , “Злат алтарь”, “Алексей Майраслов. Монументальное искусство”, “Апостол милостию Божией. Земной путь Ивана Яковлевича Яковлева (1848–1930г.г.), великого просветителя России и чудотворца земли Чувашской” ятлă кĕнекисем те кун çути курнă. Унăн кĕнекисенче патриотизм, наци ăнланулăхĕпе ăс-хакăлĕ тĕп вырăн йышăнаççĕ.
В. Смирнов – çĕр ытла нукăлла статья, пĕр монографи авторĕ. Монографийĕ И.Я.Яковлев Раççейри Православи аталанăвне мĕнле витĕм кÿни çинчен. Ăсчахăн кăмăл-сипет ыйтăвĕсемпе çыхăннă произведенийĕсем Раççейри тата чикĕ леш енчи Вырăс Православи Чиркĕвĕн Синочĕн Тĕн вĕрентĕвĕн пайĕн хÿттипе тухса пыраççĕ.
Ентеш тĕрлĕ сăлтава пула культурăра манăçа тухнă ăс-тăн ăслăлăхĕн еткерлĕхне шыраса тупса пропагандăлассипе нумай ĕçлет. Ахальтен мар ăна Георгий Васильевич Свиридов ячĕллĕ “Наше наследие” медальпе чысланă.
В. Смирнов “Шупашкар–ман тĕп хула”, “Улăп çĕрĕ”, “Хĕрлĕ кимĕ” тата ытти чылай юрă сăмахĕсен авторĕ. “Хĕрлĕ кимĕ” юрра , Раççей тава тивĕçлĕ артистки Татьяна Суворова юрлаканскерне, “Русский народный хит” антологие те кĕртнĕ. Унăн сăмахĕсемпе юрă кĕвĕлекенсем хушшинче Мускаври паллă композиторсем А.Мажуков, В. Панин, Ю.Задорный, С.Чичмели, Натан Уолби (США) т. ыт. те пур. Шупашкар тата Чăваш Ен Митрополичĕ Варнава пехилленипе В. Смирновăн “Ода Чувашии” сăвви тăрăх Алексей Мажуков композитор клавир, Александр Осипов симфони оркестрĕ, солист тата хор валли партитура кĕвĕленĕ.
Сăмах май каласан В. Смирновăн пиччĕшĕ Анатолий Андреевич Смирнов та Раççейре палăрнă поэт. Вăл 25-30 çул каяллах темиçе сăвă кĕнеки кăларнă, Унăн сăмахĕсене Д.Тухманов, Г.Пономаренко, А.Мажуков, А.Эшпай тата ытти паллă композиторсем юрра хывнă. Ун чухне вăл РСФСР Аслă Канашĕн ĕçченĕ, “Авангард” хаçат редакцине килсе кайнăччĕ. Унăн сăввисене Галка Ваçлейĕ чăвашла куçарса райхаçатра пичетленĕччĕ.
Нумаях пулмасть Мускавра Валентин Смирновăн “Будьте счастливы, люди Земли!” черетлĕ кĕнеки те кун çути курнă.
Ăна Смоленск тата Калинин-град митрополичĕ Мускав Патриархачĕн тулашри чиркÿ çыхăнăвĕсен пайĕн Председателĕ Кирилл пехилленĕ. Кĕнеке РФ Патшалăх Думин виçĕ Комитечĕн хÿттипе тухнă.
“Россия Православная” юхăмăн Тĕп совечĕн членĕ пулнă май, В. Смирнов Раççей регионĕсем тăрăх нумай çÿрет. Кашни тĕл пулурах Чăваш Республикин социаллă-экономикăллă пурнăçĕпе, И.Я.Яковлев ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать. Унăн хастар ĕçне РФ Патшалăх Думин национальноçсен ĕçĕсен Комитечĕ те ырланă. В. Смирнов сĕнĕвĕпех тата Думăн тепĕр икĕ Комитечĕ тăрăшнипе вырсарни шкулĕсенче, музыка училищисенче тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче Православи культурин никĕсĕсене вĕренекенсене пулăшма вĕрентÿ пособийĕ кăларас пирки çыру çуралнă. Çапла вара вĕрентÿ пособине Чăваш Республикин бюджечĕ шучĕпе кăларма май килнĕ. Кĕнекене истори наукисен докторĕ, чăвашсен паллă ăсчахĕ В.Д.Дмитриев, Раççей вĕрентÿ академийĕн член-корреспонденчĕ Иоанн (Иноземцев) архимандрит, И.Я.Яковлев мăнукĕн хĕрĕ А.Б.Покровская, искусствоведени докторĕ Т.А.Эрре (Чăваш патшалăх университечĕ) хакланă. Кĕнекере И.Я.Яковлев пирки, чăваш халăхĕн чĕрĕлĕвĕ çинчен кăсăклă каласа панисем чылай.
“Будьте счастливы, люди Земли!” кĕнеке чиркÿре тата чиркÿ тулашĕнче юрламалли юрăсенчен тăрать. Вăл хорпа юрламалли çавăн йышши юрăсен Раççейри пĕрремĕш изданийĕ. Кĕнекере чăн тĕн юррисем виççĕ кăна. Ыттисене тĕрлĕ концертра та юрлама юрать. Вĕсенче 4-9-мĕш классенче вĕренекенсем Тăван çĕр-шыва , Турра, Турă Амăшне, çветтуйсене юратмаллине пĕлĕç. Психологсем çавăн йышши произведенисене ачасем хăвăрт вĕренме пултарнине çирĕплетеççĕ.
Юлашкинчен çакна каламалла: чылай юрă сăмахĕсен авторĕ– Валентин Смирнов. 2006 çултах “Мускав кĕркунни” Тĕнчери музыка фестивалĕнче “Будьте счастливы, люди Земли!” кĕнекине кĕмелли юрăсене Раççей Композиторĕсен союзĕн “Преображение” ача-пăча хорĕ ăста юрласа савăнтарнă. П.Г.Чесноков ячĕллĕ музыка шкулĕнче, Троица-Сергиев лаврин вырсарни шкулĕнче (Мускав), Чăваш Республикинчи Г.С.Лебедев ячĕллĕ лицейра, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыкăпа педагогика факультетĕнче анлăн усă кураççĕ кĕнекери юрăсемпе.
Кăçал Валентин Андреевич Смирнов райхаçат редакцийĕнче пулчĕ, хăй творчество тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Унтан Туçари вĕрентÿ центрĕнчи ачасемпе тĕл пулса лекци вуларĕ. Валентин Андреевич Чăваш Республикин ăс-хакăл, кăмăл-сипет енĕпе воспитани ĕç опытне Раççейре сарассипе ĕçлени çинче те пĕлтерчĕ. Çавăнпа ытларах тĕл пуласшăн шкул ачисемпе Чăваш Ен патриочĕ. Иван Яковлевич Яковлева Çветтуй шутне кĕртессипе те нумай тăрăшать ентеш.
А.САЛМИН.