26 июля 2008 г.
Федерацин çул çитмен çамрăксем право йĕркине пăсассине асăрхаттаракан системин никĕсĕсем çинчен калакан саккунне пурнăçлас тĕлĕшпе Патăрьел районĕнчи право йĕркине сыхлакан органсем тĕл-левлĕ ĕç туса пыраççĕ. Раççей пуласлăхĕ эпир мĕнле ăру воспитани парса çитĕнтернинчен нумай килет-çке-ха.
Çул çитмен çамрăксем çапкаланса çÿренине тата вĕсем право йĕркине пăсасран асăрхаттаракан органсемпе учрежденисемсĕр пуçне, ку ĕçе общественноçа, ял тăрăх пуçлăхĕсене, мĕн пур шайри депутатсене явăçтарнă. Ялсенчи кашни “йывăр” ача çумне депутат çирĕплетнĕ. Асăннă ĕçсем пĕтĕмпех “Чăваш Ен ачисем” республика программипе килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ.
Шухăшласа тата тĕл-левлĕ тăвакан ĕçĕн усси пурах. Çакна пĕрремĕш çур çулхи кăтартусем те çирĕплетеççĕ. Çак тапхăрта çул çитмен çамрăксем преступлени тунине 8 тĕслĕх шута илнĕ, пĕлтĕрхи кăтарту 10 тĕслĕх. Çул çитмен çамрăксем уйрăмах йывăр преступлени туни пулман. Ку шута шухăшласа вĕлерни тата шухăшласа сывлăха йывăр сиен кÿни кĕреççĕ. Йывăррисен шутне кĕрекеннине кăçал та, пĕлтĕр те пĕрер тунă.
Çул çитмен çамрăксем, тĕпрен илсен, пĕчĕк тата вăтам йывăрăшши шутне кĕрекен преступлени тăваççĕ. Вĕсем – пĕр-пĕринпе хирĕçсе çапăçса суранлатни, ют пурлăха вăрлани.
Ачасем саккуна ытларах чухне каç кÿлĕм тата çĕрле пăсаççĕ. Кунта çапла ыйтас килет: ăçта-ши вĕсен ашшĕ-амăшĕ, çитĕннисем курсан та мĕншĕн чармаççĕ;
Вĕрентÿ учрежденийĕсенче те тимлĕх çитмест-ха. Шкулсемпе профучилищĕсенче вĕренекенсем 5 преступлени туни çакăн çинчен калать.
Çакна палăртасшăн: çул çитмен çамрăксем те, ачасем те саккуна пăсса преступлени тунипе, вăл кирек мĕнле йывăрăш пулсан та, хăйсен пуласлăхне пÿлсе хунине ăнланмаççĕ. Енчен те судпа айăпланă пулсан аслă шкула кĕме те, ĕçе вырнаçма та питĕ йывăр, вĕсемсĕр вара малашлăх çук. Чи малтан çакăн пирки шухăшламалла.
Пирĕн ачасен пуласлăхĕ – пирĕн алăра. Эпир вĕсен пуласлăхĕшĕн яваплă. Çакна кашни çитĕннĕ çыннăн асран кăларма юрамасть.
Ю. ФУРАЖНИКОВ,
район прокурорĕ,
юстицин аслă советникĕ.