30 июля 2008 г.
Тинĕс пек пĕр тикĕс хумханса ларакан пусă çийĕн тата та янăравлă, илĕртÿллĕ илтĕнет вăл. Çĕнĕ тырра ыталаса илес килет. Тыр-пул пухса кĕртес умĕн ирттерекен ял хуçалăх ĕçченĕсен семинарне шăпах “Труд” хуçалăхра пуçларĕç. Унта хутшăннисем (хуçалăх ертÿçисем, специалисчĕсем, фирма представителĕсем) ана хĕрринче кăкăр çÿллĕш ÿснĕ «житница» кĕрхи туллăн тулли пучахĕсене ăмсанса тытса пăхрĕç. Кунпа мухтанмалăх та савăнмалăх та пур. Çĕнĕ йышши культура вăл. Ăна хуçалăхра 93 гектар çитĕнтернĕ. Иртнĕ çулхи сентябрь çурринче акса хăварнă. Белокĕ сахалрах тыррăн. Клейковини пысăк. Чир-чĕре парăнтарать. Чăтăмлă. Акнă пĕрчĕ шăтать. Туни хулăн. Пучаха тытса тăрать. Çум курăкне иртĕхтермест. Выртмасть. Кирек хăш культура хыççăн та акма юрать. Тата мĕн кирлĕ. Тухăçĕпе савăнтарни куç умĕнчех. Йĕркеллĕ пухса кĕртсен гектартан 60 центнер ытла тухасси ( чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ пулин те) палăратех. Улăмне те вырăнлă усă курасшăн хуçалăхра. Пĕр çулхине “Батыревский” хуçалăх “Агариус” фирмăпа ĕçлерĕ. Кивĕ улăма та сая ямарĕ.
Курса тĕлĕнмелли Шăхальсен тата та пур. 70 гектар пăрçа çитĕнтернĕ хуçалăхра. (Районĕпе – 246 гектар. 5 хуçалăх акса ÿстерет.) Ăна пухса кĕртме пачах та çăмăл мар. Çанталăка “вăрласа” çулаççĕ. Комбайнсене çул уçма бригада ĕçченĕсем тухнă.
Пысăк белоклă культурăсенчен тепри – соя. Ăна çитĕнтерессипе те районта икĕ хуçалăх çеç ĕçлет (Алманчăра 2 гектар). Çак культурăн уйрăмлăхне çĕр ĕçченĕсем тÿрремĕн вырса çапма пултарнинче кураççĕ. Хăй хыççăн çĕре азот нумай хăварать. Сойăран сĕт, сыр, кăлпасси, консервăсем те тăваççĕ.
Çĕнĕ культурăсемпе ĕçлени ытти çĕрте те çĕнĕлĕх кĕртме ыйтать. Çакна семинарта район пуçлăхĕ Н.Глухов çирĕплетрĕ. Акă, çÿлерех асăннă тырра пухса çапма ĕлĕххи “Нива” комбайнсене кĕртейместĕн. Икшер барабанли кирлĕ. Техника паркне те çĕнетсех тăма тивет иккен.
Районти хуçалăхсенче гектартан 20-25 центнертан кая мар тыр-пул илме пултарнине çирĕплетеççĕ кăçал. Çавăнпа пур вăй-хала ăна пухса кĕртме ямалла. Николай Иванович техникăна çĕнетме, вăрлăх, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянма патшалăх пулăшу кÿнине те палăртрĕ. Кивçен укçа илнине тăккаламасăр пухса кĕртнипех саплаштарма пулать.
Республикăри апат-çимĕç фончĕн директорĕ Ю.Федоров кăçалхи тырă хакĕсем, вĕсене йышăнасси пирки чарăнса тăчĕ. Пĕрлех элеваторсем çунтармалли-сĕрмелли япаласемпе, автотранспортпа тивĕçтерессине палăртрĕ.
Районти “Россельхозцентрăн” аслă специалисчĕ В.Базманкин çитĕнекен культурăсен чир-чĕрĕ çинче чарăнса тăчĕ. Вĕсене вăй илмешкĕн условисем çите-лĕклĕ пулчĕç. Нÿр çи-телĕклĕ, хĕвел хĕртсе пăхать. Тухăçа чакарма пулăшакан чир-чĕртен çуркуннех хăтăлма тăрăшмалла иккен. Вăрлăхсене имçамласа çеç акмалла.
Чăваш республикинчи “Россельхозцентр” ФПУ филиалĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн ертÿçи О.Глухов килес çулхи тухăçăн вăрлăхне хатĕрлес ыйтăва çĕклерĕ. Районта вăрлăх туса илессипе Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми, “Красное знамя”, “Труд”, “Малалла” хуçалăхсем, улма-çырла питомникĕ ĕçлеççĕ. Вĕсенчен пахисене улăштармалла, туянмалла.
Республикăри “Россельхозцентр” филиалĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн тĕп специалисчĕ М.Сабируллин кая юлнă пулин те тырă кĕртекен кĕлетсене дезинфекци тумалли çинчен аса илтерчĕ. Йĕтем çийĕсене тасатмалла, йĕри-таврашĕнчи ÿсен-тăрана, çум курăксене çулса илмелле.
Кирек хăш хуçалăхăн та лайăххи, япăххи пур. “Знамя” кооперативра тырă хумалли кĕлетсене дезинфекци тунă. Тип-тирпейлĕ вĕсем. Алăкĕсене уçса уçăлтарнă. Асăннă хуçалăх та ура çине тăма пуçларĕ. Çакна уй-хирте ÿсекен культурăсене пăхни те çирĕплетет.
АПК предприятисемпе хутшăну йĕркелекен пайăн тĕп специалист-эксперчĕ В.Алексеев çĕр ĕçченĕсен умĕнче тăракан ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. 20256 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртмелле. Вăл шутран 66 проценчĕ çурхисем, ытти кĕрхисем. Кĕлетсене 40040 тонна çĕнĕ тухăç хывмалла. Çĕр улми, пахча çимĕç лаптăкĕсем те сахал мар. Республикăн 10 проценчĕ чухлĕ тыр-пул, 18-20 проценчĕ чухлĕ “иккĕмĕш çăкăр”, 43-45 процента яхăн сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтерет район. Çакăншăн савăнмалла пирĕн. Хура тăпраллă çĕрпе çуллен тухăçлă усă курмалла.
Вырма пуçланчĕ. Семинар пынă кун та Алманчăра 6 комбайн уй-хире тухрĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене иккĕмĕш хут çулма черет çитрĕ. Апла пулсан, тар тăкмалăх, çанă тавăрмалăх пур çĕр ĕçченĕсен.
АПК предприятисемпе хутшăну йĕркелекен пайĕн техника енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ И.Васильев уй-хире 80 комбайн тухма хатĕррине пĕлтерчĕ. Кашни уй-хир карапĕн 200 гектар ытларах пухса çапмалла. Ĕçе нормăпа пурнăçлас тесен тата 26 техника кирлĕ. Çавăнпа та кÿршĕ уйĕ никамшăн та ют ан пултăр тесе тăрăшмалла. Кăçал района икĕ çĕнĕ комбайн илсе килнĕ. Кÿршĕллĕ районсен ытларах. Тырă типĕтекен, аллакан агрегатсем йăлтах хуçалăхра йĕркеллĕ пулмалли çинчен каларĕ специалист. Хăрушсăрлăх техникине пăхăнмаллине аса илтерчĕ. Кашни кунах инструкци пани те вырăнлă пуласса систерчĕ. Медицина аптечкисемпе тивĕçтермеллине палăртрĕ. Ĕççи техникине уй-хиртех пăхса яни хаклă вăхăта перекетлеме пулăшнине асăнчĕ.
Хуçалăхсенче çын факторне тимлĕх уйăрмаллах. Çĕр ĕçченĕсене ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса пама тăрăшмалла. Вĕри апат çитерессине мала хумалла. Ĕç вĕçленĕ хыççăн çăвăнса тасалма условисем туса памалла. Экономикăлла ăмăртăва йĕркелемелле. Ĕçĕн результачĕ тăрăх тÿлени хавхалантару кÿрессе шанса тăмалла.
Семинара хутшăннисем “Хастар” пĕрлешĕве те çитрĕç. Кунта та кĕрхи культура анипе паллашрĕç.
Çĕр ĕçченĕсен ылтăнĕ-уйра. Ăна йышăнма “Чувашхлебопродукт” пĕрлешĕвĕ те хатĕр. Унăн представителĕ Н.Алюнов тырă хакĕсемпе паллаштарчĕ.
Капланмаллипех капланать ĕçĕ вырмара. Пушаннă уйсене кĕрхи культурăсем акма хатĕрлемелле, çĕртме сухи тумалла тата ытти те. Ĕçе пĕлсе йĕркелени вара йывăрлăхсем кăларса тăратмастех. Çак пĕтĕмлетÿ патне пычĕ юлашкинчен АПК предприятисемпе хутшăнусем йĕркелекен пай пуçлăхĕ М.Калмыков.
А.АСТРАХАНЦЕВА.