30 июля 2008 г.
Районти çулсем çинче кăçал 12 инкек пулнă. Вĕсенче 18 çын аманнă, виççĕшĕ вилнĕ.
ГИБДД ĕçченĕсем çул-йĕр правилисене пăсакан 3610 водителе тытса чарнă. Вĕсенчен 21-шĕ руль умне ÿсĕр ларнă. 110-шĕ медицина тĕрĕслевĕнчен пăрăннă. Йĕркене пăсакансем 781700 тенкĕ штраф тÿленĕ.
Шăпах çак ыйтусене çĕкленĕ çул-йĕр хăрушсăрлăх комиссийĕн районти ларăвĕнче. Ăна çур çулхи кăтартусемпе ирттернĕ. Ларăва инфраструктура аталанăвĕн тата строительство пайĕн начальникĕ И.Дикин ертсе пынă. Унта çавăн пекех районти автомобиль çулĕсене пахалăхлă тытса тăрас, “Строитель” профилактика операцине пĕтĕмлетес, август уйăхĕ валли ĕç планне йышăнас ыйтусене хускатнă. Кашнийĕшĕнпех тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тунă.