02 августа 2008 г.
Çурт-йĕр çавăрас ĕçре хăма кирлĕ тĕп хатĕрсенчен пĕри шутланать. Кирпĕчрен çĕклесси вăй илчĕ пулсан та урай-маччине, чÿрече патушисемпе рамисене, алăксене йывăçранах ăсталатпăр. Пластикран та саккас параççĕ-ха, анчах хамăр вăрманта ÿснĕ хыр-чăрăша нимпе те улăштараймăн.
Çапла пурнăç аталаннă май çăпатана кăларса ывăтнă пек хăмана пăрахаймăн. Çуртне çĕклесен те вите урай-и, мунча таврашĕ е решетке çапмалла – татах кирлĕ материал. Унчченрех колхозсем ура çинче çирĕп тăнă чухне кашни хуçалăхрах пилорама пурччĕ. Халĕ вĕсем те саланас çул çине тăчĕç. “Сидели” хуçалăхра ку енчен пĕрре те чарăнса тăман тесен те юрать. Паянхи кун та чус, урай хăми е брус çураççĕ. Арман çунатти пек мар, тÿп-тÿрĕ хăмасем тухаççĕ.
А.Васильев хуçалăх ертÿçинче ĕçленĕ вăхăтра хута янă ăна. Çавăнтанпах вара рамщик пулса В.Козлов тăрăшать. Вăл маларах çак специальноçпа Йĕпреç районĕнчи Çăкалăхри вăрман комбинатĕнче вăй хунă. Рамăна вырнаçтарма А.Прохоров ĕçлĕ сĕнÿсемпе, канашсемпе пулăшнă. Сăмах май каласан, Лекçей тете мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Çăкалăхри вăрман комбинатĕнче ĕçленĕ.
– Укçи-тенки хуçалăхра кулленех кирлĕ-ха. Чи пахи вара, ял çыннисен ыйтăвĕ татăлни. Çавăнпах çине тăрса кăçал пилорама çуртне тĕпрен юсарăмăр, – тет хуçалăх ертÿçи А.Иванов.
Хальхи вăхăтра кунта йĕри-таврари ялсенчен çеç мар, кÿршĕ районсем те иленнĕ. Валери тете вара пурин ыйтăвне те вăхăтра татса пама тăрăшать, инçетрен килнисене кĕттерсе тăрас мар тесе кăнтăр апачĕсĕр юлнă тĕслĕхсем те чылай. (Хамăр корр.)