06 августа 2008 г.
Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен черетлĕ канашлăвне район пуçлăхĕ Н. Глухов ертсе пынă. Канашлура иртнĕ эрнене пĕтĕмлетнипе пĕрлех кăçалхи çичĕ уйăхри ĕç-хĕле тишкернĕ, тĕллевсем палăртнă.
Вырма, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ, хĕле хатĕрленес, тирпей-илем кĕртес, ра-йон тата ял тăрăхĕсен бюджечĕ еплерех пурнăçланни, строительство тата ытти ыйтусем тавра та калаçусем пулнă.
Хальхи вăхăтра районта строительство ĕçĕсем хĕрсе пыраççĕ: Шăнкăртамра 400 ача вырнаçмалăх шкулпа ача сачĕ, Патăрьелĕнче нумай хваттерлĕ çуртсем, стадион, Кĕçĕн Патăрьел çывăхĕнче Пăла шывĕн çулне тÿрлетес енĕпе тимлеççĕ.
Çывăх вăхăтра Ясная Полянăра çул уçма палăртнă.
Çавăн пекех ялсенчи Культура çурчĕсене, сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерес пирки те сăмах хускатнă.