06 августа 2008 г.
Районти санитарипе эпидемие хирĕçле комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна унăн председателĕ район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов ертсе пынă. Ларура наци проекчĕпе килĕ-шÿллĕн халăха иммунизацилесси мĕнле пыни çинчен ыйту пăхса тухнă.
Комисси çакна палăртнă: Патăрьел районĕн тĕп больници, районти гигиенăпа эпидемиологи центрĕ, Роспотребнадзорăн территори пайĕ пĕрле ĕçленипе “Сывлăх” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн халăха иммунизацилесси планпа пулса пырать. Тĕслĕхрен, 2007 çулта грипран 5800 çынна, хĕрлĕ шатраран 911 хĕрарăма, “В” гепатитран 400 çамрăка хушма прививка тунă. Кăтартусем 2006 çулхинчен палăрмаллах ÿснĕ. Çакă вара чирлессин шайне курăмлă чакарма май панă. Вакцинаци кăçал та ăнăçлă пырать. Акă “В” гепатитран 3061 çынна виçĕ хут прививка тунă, çак ĕç августра пĕтĕмпех вĕçленет. Ку ушкăна 18-35 çул тултарнисем кĕреççĕ. Кăçалхи июньте 55 çул таранчченхисене те хушма вакцинаци тума тытăннă. “В” гепатитран пĕрремĕш хут 1327 çынна, иккĕмĕш хут 45 çынна прививка тунă та ĕнтĕ. Икĕ прививка тăвассине августра вĕçлеççĕ.
Районта “Сывлăх” наци проекне пурнăçласа хушма иммунизацие йĕркеллĕ ирттерес тĕлĕшпе ытти тивĕçлĕ мерăсем те йышăннă. Больницăсене, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене, фельдшер-акушер пункчĕсене кирлĕ оборудовани парса çитернĕ.
Район больници, Роспотребнадзорăн территори пайĕн специалисчĕсем халăхпа иммунизацин усси пирки ăнлантаруллă ĕç ирттереççĕ.
Районти санитарипе эпидемие хирĕçле комисси лайăххипе пĕрлех кăлтăксене те палăртнă. Çавна май ял тăрăх пуçлăхĕсен медицина ĕçченĕсене пулăшассине вăйлатмалла. Иммунизацие вăйра тăракан нормативлă документсемпе никĕсленсе ирттермелле. Прививка тумалли граждансене иммунизацие туллин явăçтармалла.
(Хамăр корр.).