06 августа 2008 г.
Çуллан юлашки уйăхне кĕтĕмĕр. Август – хĕрÿ тапхăр. Тыр-пул пуçтарса кĕртмелле, утă-улăм хатĕрлемелле. Ĕçлемелли туллиех, пур çĕрте те çын алли кирлĕ. Пĕрне те ырана пăрахса хăварма юрамасть, сивĕ хĕл çăмăлттайлăха каçармасть. Йывăрлăхĕсем те нумай, никам килсе пулăшасса е туса парасса кĕтмелли те çук. Юптарури симĕс шăрчăк пек юрласа пурăнсан шартлама кунсенче ыйткалама тухма тивет.
Паян ял çыннине ÿсен-тăран культурине туса илме те, выльăх-чĕрлĕхне тытма та çăмăл мар. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, электроэнерги, газ, юсав пайĕсем тата ытти япаласем те лайăх çĕпрепе хунă чуста пекех пашлатса хăпарса кайрĕç. Хуть те мĕнле пурăн, хуть те мĕнле алă-ура çавăр. “Чемен”, маларах “Трудовик” ятлăччĕ, йывăрпа сывлакан хуçалăхсенчен пĕри. Хăй вăхăтĕнче кунта комплекс та пулнă, ĕнесем усранă. Паяна сыснасем кăна упранса юлнă: çури, ами – пĕрле 60 пуç. Вĕсем те ферма заведующийĕ И.Сюзюкин тăрăшнипе кăна пурăнаççĕ. Вăл хăех зоотехник та, скотник та, ветеринар та. Ăна пулăшакан тепĕр çын пур, иккĕшĕ хĕлĕн-çăвĕн кăштăртатаççĕ.
Витере хĕле хатĕрленсе нимех те туман, апат хатĕрлеме вутă илсе килнисĕр пуçне. Хуралтăна вара тĕпрен юсмалла, анчах укçасăр мĕнех тăвайăн;
– Çемьепе килсе юсама шутланă-ха, пушанаймарăмăр, – тет Игорь Федорович. Выльăх апатне те çитĕннĕ сыснасене сутса çеç илеççĕ. Минераллă витаминсемпе пачах та усă курмаççĕ, вĕсем вырăнне ферма заведующийĕ вĕлтĕрен тата ытти сиплĕ курăксене çулса типĕтет. Сыснасем çулталăкне иккĕрен кая мар çăвăрлаççĕ. Çурасене амăшĕсенчен уйăрнă чух сĕт кирлĕ, вăл вара çук. И.Сюзюкин ăна килĕнчен илсе килет, уншăн тÿлеççĕ. Кăшт шуратса парсан та пĕр паманни мар.
Çуллахи вăхăтра сыснасем ятарлă лагерьте тăраççĕ. Пысăкки, пĕчĕкки– пурте пĕрле çÿреççĕ. Ферма çине çаврăнса пăхакан çук пулсан, ĕçлеме питĕ йывăр.
– Çулсем çамрăк мар, ăçта тухса кайăн; Выльăхсемпе ĕçлеме хам юрататăп, йывăр пулсан та чăтмаллах,– тет Игорь Федорович.
“Мĕншĕн апла туман, мĕншĕн капла туман;”–тесе калама чĕлхе те çаврăнмасть. Çак çăмăл мар условисенче вăй хума ферма заведущине чăтăмлăх кăна сунас килет.
Тепĕр чарăну “Мир” хуçалăхра пулчĕ. Выльăхсем валли 800 тонна сенаж хунă, утă 15 тонна çеç. Ăна иккĕмĕш хут çулнинчен хатĕрлесшĕн. Витесенче юсав ĕçĕсене пуçăнман. Ятарлă бригада хальлĕхе çĕнĕ тырра кĕтсе илме ха-тĕрленсе йĕтем çинче тăрăшать. Унта пĕтерсенех витере вăй хума пуçлассине пĕлтерчĕ хуçалăх ертÿçи В.Горшков. Транспортер лайăх ĕçлет. Ĕнесене шыв ĕçтермели валашкасем те тумалла. Пĕлтĕр урай хăмисене хăш-пĕр çĕрте çĕнетнĕ, кăçал тата ытти вырăнтисене улăштарма палăртнă.
– Ĕне-выльăх патне тимлĕх уйăрмаллах, паян чĕрĕ укçа сĕт суса кăна илеетпĕр. Пĕтерме юрамасть, унсăрăн лакмаллипех лакса ларатпăр, – тет хуçалăх ертÿçи В.Горшков. – Вырма пуçланчĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсем кирлĕ, ĕнерен илекен продукци кăна алă-ура çавăрма пулăшаять. Хĕле кĕриччен юсатпăрах.
Витере санитари кунĕсем туманни сисĕнет: чÿречесем таса мар, эрешмен картисем çакăнса тăраççĕ. Ку ĕç укçа-тенкĕпе те çыхăнман, çине тăни çеç кирлĕ.
“Хастар” хуçалăхра çул пуçламăшĕнче ĕне вити çунса сиенленнĕччĕ. Хальлĕхе кунта та ĕç-пуç вырăнтан хускалман, ниçта та юсав пыни сисĕнмест. Тумалли вара нумай, вут-çулăм витĕр тухнă хуралтăра çапмалли, тирпейлемелли пурри куçкĕрет.
Выльăх апачĕ янтăлассипе те ĕç-пуç чаплах мар. Сенаж хума тытăнман, ăна кукуруза вырма пуçласан хатĕрлеме пуçăнасшăн-мĕн. Сыснасене кĕтĕве илсе тухнă. Вĕсене шкул ачисем кĕтеççĕ. Апачĕ çителĕклĕ, хĕле валли вутă турттарса хунă. Витесене юсама пуçăнман-ха, анчах çитес кунсенче тытăнассине пĕлтерчĕç. Кунта та юлашки вăхăтра санитари кунĕсене ирттермен.
Ĕç алли çитменни пĕрмай “ура” хурать. Акă, “Знамя” агрофирмăра та çавна пулах витесене хĕле хатĕрлеме пуçăнман. Юсав материалĕсем те пур, вăй хуракан çук. Йĕтем çинче тирпейлекен бригадăнах кĕтме тивет. Сивĕ кунсем пуçланиччен ĕçе вĕçлемеллех, унсăрăн инкек курасси те инçе мар. Ферма заведующийĕ Н.Андреев хăйĕнчен мĕн килнине тума тăрăшни сисĕнет, анчах пĕччен сурнипе кÿлĕ пулмасть-çке.
Хуçалăхра утă аванах хатĕрленĕ, çулмалли тата та пур. Сенаж, силос çук. Вĕсене те янтăлама тытăнасшăн, хумалли вырăнсене тирпейленĕ. Ĕне кĕтĕвĕ нумай çул ÿсекен курăк лаптăкĕнче çÿрет, сыснасене çулса çитереççĕ. Апат енчен хальлĕхе аптăрамасть.
“Труд” хуçалăхăн сысна фермине кĕрсенех тирпейлĕх хуçаланни сисĕнет. Витесене шуратнă, чÿречесене çуса тасантнă, тислĕке тăкнă. Сыснасене хупмалли клеткăсем те шап-шурă, больницăри пекех туйăнать. Утса çÿреме те, вăй хума та кăмăллă. Асăннă хуçалăх сыснасен “ландрас”, “дюрок”, “крупнобелый” ăрачĕсемпе ĕçлет. Лайăх ÿсчĕр тесе минераллă витаминсем те çитереççĕ.
Сыснасене çуллахи лагере кăларнăран витесем çурма пушă. Лагерьте те таса, пылчăк çăрăлмасть. Çумăр вăхăтĕнче, ăшă чухне, каçпа кĕрсе выртма вырăн пур. Кăнтăрла дежурнăй çурасене сăнаса тăрать.
– Витесене юсаса пĕтернĕпе пĕрех. Хăш-пĕр клеткăсене юсамалла тата самăртма хупнă сыснасем патĕнче шыв ĕçмелли хатĕр (сосковая поилка) вырнаçтармалла, – тет М.Васильев зоотехник.
Ĕне ферминче те юсав вĕçленнĕпе пĕрех, стенасене шуратмалли юлнă. Хуçалăхри дояркăсен ĕçĕ кунта аванах çăмăлланнă. Унчченхи пек витре йăтса утмаççĕ, флягăсем сĕтĕрмеççĕ. Сăвăнакан сĕт пăрăх тăрăх тÿрех холодильника каять. Си-вĕтнĕ хыççăн тин шурă шĕвеке сĕт-çу заводне леçеççĕ.
Выльăх апатне “Труд “ хуçалăхра çулленех çите-лĕклĕ хатĕрлеме тăрăшаççĕ. 290 тонна утă хунă, сенаж– 2900. Ĕç малалла пырать. Сенажа машинăсемпе турттарса тăраççĕ, виçĕ трактор таптать.
Выльăх-чĕрлĕх пĕтерекен хуçалăх малалла ниепле те аталанаймасть, мĕншĕн тесен пурнăçра пурте пĕр-пĕринпе çыхăннă. Çакăн пирки вара темшĕн нумай чухне манатпăр. Сывă-тутă ĕнесем, сыснасем пысăк продукци параççĕ, кассăна укçа кĕртеççĕ, çакна манас марччĕ.
П.ЕФИМОВ,
районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ.
Г.САЛМИНА.
АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕн çумĕ.