06 августа 2008 г.
Салтак пăттине тутанса курман каччă арçын пулаймасть тенĕ мĕн авалтан. Унчченрех çак каларăша вун саккăртан иртнĕ çамрăксем ялан асра тытнă. Салтак пулма ĕмĕтленнĕ. Хальхи вăхăтра те самани урăххине пула, те çамрăксем улшăннипе çак ваттисен сăмахĕ хăйĕн хакне çухатрĕ. Каччăсем тĕрлĕ сăлтава пула çар хĕсметĕнчен хăтăлса юлма тăрăшаççĕ. Пĕрисен сывлăхĕ “япăх”. Теприсем авланнă, ик ача çитĕнтереççĕ. Кун пеккисене саккун хăйех çара илессинчен хăтарать.
Сителте çуралса ÿснĕ Дмитрий Васильев (ÿкерчĕкре) вара хăйĕн çара кайма ят тухсан пĕрре те турткаланса тăман, ыттисем пек тарса çÿрес шухăш та унăн пулман. Медкомисси витĕр ăнăçлă иртсе çар хĕсметне кайма хатĕрленнĕ. Мĕн ачаран çар вăййисене выляса ÿснĕ каччăна салтак пурнăçĕ хăй ытамне илĕртнĕ.
Пĕтĕм тăванĕ, тус-юлташĕ, ял-йыш пынă Димăна çара ăсатма. Ашшĕ-амăшĕ ывăлне лайăх кайса килме, каяс çул пыл, килесси çу çулĕ пулма пилленĕ. Ялти сумлă çынсем тăван ялĕн чысне упрама, çар службине лайăх ирттерсе яма суннă.
Шăпа каччăна моряк пулма пÿрнĕ иккен. Вăл Балти флотне лекет. Хăйĕн службине ансат ракетăллă “Пассат” карап çинче ирттерет. Çара иличчен Дима Хусанти çыхăну техникумне ăнăçлă вĕренсе пĕтерет. Çакă ăна унта питĕ пысăк пулăшу кÿнĕ.
Каччăна связист
тивĕçĕсене шанса панă.
Сител каччи хăйĕн шăпине тинĕспе çыхăнтарнăшăн пĕрре те хурланмасть, савăнать çеç. Кунта чылай тус-юлташ тупма пултарнă. Ашшĕ-амăшĕн, тăванĕсен, ялти çынсен пилленĕ сăмахĕсене манмасть вăл. Пур ĕçе те тирпейлĕ, вĕçне çити пурнăçлама хăнăхнă чăваш каччи çар хĕсметĕнче те хăйĕн тивĕçĕсене тĕплĕн тума тăрăшать. Унăн кăтартăвĕсем чи лайăххисен шутĕнче. Çар пурнăçне кĕске вăхăтра хăнăхнăшăн, пур çĕрте те пултаруллисен шутĕнче пулнăшăн Д.Васильев Балти флочĕн главнокомандующийĕнчен алла çыхмалли сехет илме тивĕç пулнă. Дима туслă тĕл пулăва кайма ятарлă суйласа илнĕ салтаксен шутне те кĕме пултарнă. Çапла вара вăл Бельгире, Швецире, Калининград çывăхĕнчи хуласенче пулнă. Нумаях пулмасть Тинĕс-çар флочĕн кунĕнче вĕсем Санкт-Петербургра иртнĕ парада хутшăннă. Çак савăнăçлă лару-тăрăва 5-мĕш каналпа кăтартнă.
– Ывăлăма телевизорпа курсан чăтаймарăм, арçын пулсан та, савăннипе куççуль тухрĕ, – тет Димăн ашшĕ, Костя тете. Епле чăтайтăр-ха чун куççуль кăлармасăр. Тăван тĕпренчĕк-çке вăл.
Сител каччи салтак тивĕçне пурнăçласа яла таврăнасса ашшĕ-амăшĕ чунтан кĕтеççĕ.
– Вăхăчĕ нумаях юлмарĕ пулин те, маншăн вара тата çулталăк евĕр туйăнать. Хăçан çитет-ши çав вăхăт; Хăçан Дима хамăр каспа йăл-йăл кулса утса анĕ-ши; – тет ывăлне чăтăмсăррăн кĕтекен Светлана аппа.
Чăнах та, кĕтмелли нумай юлмарĕ ĕнтĕ. Тепĕр виçĕ уйăхран Дима, амăшĕ калашле, тăван килне утса анĕ.
И. МАМУТКИНА.