АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв ĕçесчĕ алтăрпа

09 августа 2008 г.

Шыв ĕçесчĕ алтăрпа

“Шыв вăл – пурнăç”, – тенĕ ĕлĕкхи ватăсем. Тĕрĕс мар-и вара;! Киле хăна килсен тÿрех сĕтел лартса чейпе сăйлатпăр. Çын вилнĕ чухне те пуçĕ вĕçне шыв лартаççĕ, чунĕ çăвăнса тасалтăр теççĕ. Этем пурнăçĕнче шыв пысăк вырăн йышăнать. Анчах та эпир усă кураканни ĕçме юрăхлă-и-ха; Шел пулин те, пирĕн тăрăхра санитари правилипе норми ыйтнине тивĕçтерекенни çукпа пĕрех. Тăварпа тата ытти минералсемпе пуян иккен эпир ĕçекен шыв. Пахалăхĕ тивĕçлĕ шайра пулманнипех çынсен сывлăхĕ хавшать, тĕрлĕ чир-чĕр аталанать.

Шыв ыйтăвĕ пирĕн районшăн кăна мар, республикипех çивĕч. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура та кун пирки хускатнă: “Халăх сывлăхне сыхласа хăварас тесе эпир ĕçмелли шыва тĕп тĕллевсен шутне кĕртрĕмĕр тата ку енĕпе калама çук пысăк ĕçсем туса ирттертĕмĕр. 2008-2010 çулсенче тăвакан шыв управĕсемпе шыв пăрăхĕсене пула тулли районсем (Шăмăршă, Йĕпреç, Патăрьел, Елчĕк, Вăрнар, Пăрачкав, Комсомольски тата ытти те) пахалăхлă ĕçмелли шывпа усă курма тытăнаççĕ. Çак проектăн хакĕ 4,5 миллиард тенкĕ ытла тăрать. Чăваш Енре хăйĕн халăхне шывпа тивĕçтерме çавăн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрни халиччен нихăçан та пулман”.

Республика Президенчĕ çирĕплетнĕ “Таса шыв” программăпа халь чылай çĕрте, çав шутра районта та, çине тăрсах ĕçлеççĕ. Пирĕн тăрăхра ĕçме юрăхлă шыв сахаллине пула ăна кÿршĕ Шăмăршă тăрăхĕнче юхса иртекен Хырла ятлă юхан шывран илме палăртнă. Ахальтен ăна суйласа илмен: Хырлана вăрманти çăл куçсенчен килекен шывсем те юхса кĕреççĕ. Вĕсем таса, тăрă. Çырма çинче пысăк шыв управĕ пулать. Унăн калăпăшĕ – 15 миллион та 600 кубла метр, 420 гектар йышăнать, дамба вăрăмăшĕ – 1934 метр, хранилище тăршшĕ – 5 çухрăм та 800 метр. Çак шыв управне тума 325 гектар вăрман касмалла, ĕçĕн çурри ытларахне вĕçленĕ. Сăмах май, асăннă водохранилище калăпăшĕпе Шупашкарти ГЭС хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăнать.

2005 çултанпа кунта пысăк ĕçсем пурнăçланă: плотинăн никĕсне хывнă, шыв пуçтарăнмалли сооруженисем тунă, шыв илмелли узелти каналсем те усă курма хатĕр. Халĕ çуркунне пăр сиен ан кÿтĕр тесе бетон юпасенчен хÿтĕлев тăваççĕ.

Шыв хранилищи тума пуçланăранпах кунта Шупашкарти тулли мар яваплă “Спецстройкоммуникаци” пĕрлешÿ тăрăшать. Куллен 80 яхăн çын, 25 единица пысăк тоннажлă автомашина, 11 бульдозер, 6 экскаватор тата таптаса хытаракан 3 каток ĕçе тухаççĕ. Бетон хатĕрлекен техника та пур.

– Мĕн тумаллинчен 75 процентне вĕçлерĕмĕр. Пирĕн ĕç курăмлах мар, анчах ĕçлемесĕр эпир пĕр кун та ларман. Акă, дамба тума кăна 1600 тонна тăпра турттарнă. Аялта вара мĕн чухлĕ арматура, бетон плита! Калама çеç вĕт. Часах тата хранилище айккипе, çыран ан ишĕлтĕр тесе, плитасем хума тытăнатпăр, – тет гидротехника сооруженийĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист К.Салихов.

Шыв таса та тăрă пултăр тесе управ тĕпне хăйăр сараççĕ, унтан тин вăл тулма пуçлĕ. Кăçал плотина тăвассине вĕçлеме тата айккисене çирĕплетме, контрольпе виçев аппаратурине тата шыва тасатакан оборудовани вырнаçтарма, çĕре рекультиваци тума палăртнă.

Çак пысăк объекта хута ярсан Шăмăршă, Патăрьел тата Комсомольски районĕсенчи ял çыннисене ĕçмелли таса шывпа туллин тивĕçтерме май пулать. Анчах унччен тата тăрăшмалли нумай-ха. Акă, тулли мар яваплă “Отечественные водные технологии” пĕрлешĕвĕн, “Мосводканал НИИ Проект”, “НИИ Водгео” сотрудникĕсем Хырла шывне тасатса ĕçме юрăхлă тăвассипе вăй хураççĕ. Пĕрремĕш кăтартусем пур иккен. Халĕ çак технологине мĕнле йÿнерех тата пахарах тăвассипе тимлеççĕ.

Хырла патĕнчех пĕр-ремĕш насос станцийĕ пулать, шăпах вăл Патăрьел районне шыв илсе килет. Иккĕмĕшĕ Сăкăт çумĕнче вырнаçать, кунта виççе йÿпленет. Пĕрремĕшĕнчен – Тутар Сăкăт, Алманчă, Чишма, Красномайск, иккĕмĕшĕнчен – Кзыл Камыш, Нăрваш Шăхаль, Первомайск, Турхан, виççĕмĕшĕнчен Патăрьел, Шăнкăртам енсенчи ялсене шыв каять.

Тулли мар яваплă “Спецстройкоммуникаци” пĕрлешÿ работникĕсем Патăрьелĕнчи шыв тасатакан станцине хута янă çĕрте те тăрăшаççĕ. Ку станци çичĕ башньăри шыва тасатса район центрĕнче пурăнакансен пĕр пайне тивĕçтерĕ. Кĕркунне пуçламăшĕнче станцине ĕçе кĕртме планланă. Вăл талăкра 900 кубла метр шыв тасатса кăларать. Пĕтĕм оборудованине вырнаçтарнă, хăшĕ-пĕрне çыхăнтармалли тата вак-тĕвек ĕçсем юлнă. Çитес вăхăтра апла эпир те таса шыв чун каниччен ĕçĕпĕр.

Строительсен уявĕ çитнĕ май, “Спецстройкоммуникаци” пĕрлешÿре нумай çул хушши ĕçлекен хамăр ентешсене, гидротехника сооруженийĕ енĕпе тăрăшакан К.Салихова, участок начальникне М.Хамбикова, В.Максимовпа Ю.Качанов прорабсене, Н.Клементьев мастера, Г.Уфукова кладовщицăна палăртса хăварас килет. Вĕсем хăйсене шаннă тивĕçе юратса пурнăçланăран пирĕн районта та Президентăн “Таса шыв” программи пурнăçа кĕрет.

О.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика