09 августа 2008 г.
Патăрьел районĕ паллă, талантлă çынсемпе пуян. Мĕн чухлĕ поэт, писатель, артист, юрăçă, ученăй, тухтăр çитĕнтермен-ши вăл хăйĕн çĕрĕ çинче; Пирĕн тăрăхран тухнă спортсменсен йышĕ те сахал мар: Александра Деверинская, Ирина Калентьева, Фаина Краснова, Ирина Юманова тата ыттисем те. Вĕсен хушшинче Олимпиада, Тĕнче, Европа, Раççей, Чăваш Ен чемпионĕсем чылай. Спортсменсем спортăн тĕрлĕ енне парăнтараççĕ: çăмăл атлетика, велоспорт, волейбол, футбол тата ытти те.
Юлашки çулсенче пирĕн районта ирĕклĕ майпа кĕрешесси вăйлă аталанать. Кашни шкултах тенĕ пек ятарлă секцисем йĕркеленĕ. Вĕсене тава тивĕçлĕ тренерсем ертсе пыраççĕ. Акă, Пăлапуç Пашьел шкулĕнче ачасене Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Мевлет Хабибуллович Зейнетдинов ирĕклĕ майпа кĕрешессин вăрттăнлăхĕсене уçса парать. Вăл тăрăшнипе ачасем тĕрлĕ ăмăртусенче пулса кураççĕ, пурте мар пулин те, малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче унăн чи маттур та пултаруллă вĕренекенĕсем, Алевтина Лисицынăпа Мария Соколова, Шупашкарти олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕне тÿлевсĕр мелпе вĕренме кĕме тивĕç пулчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те ирĕклĕ майпа кĕрешессине чунтан парăннă. Сител хĕрĕсем пиллĕкмĕш класранпа, Пашьел шкулне куçнăранпа, кĕрешме çÿреççĕ. Ытти ачасем кĕрешни, Мевлет Хабибуллович вĕсене чунне парса вĕрентни çамрăксен чунне тыткăнланă. “Эпир мĕнпе кая; Пирĕн мĕншĕн çÿрес мар;” – тесе шутланă хĕрсем хăйсем пек ачасем çине пăхса ăмсаннă вăхăтра. Çапла вĕсем те Мевлет Хабибулловичăн ачисем пулса тăнă. Пĕр сиктермесĕр çÿренĕ уроксем хыççăн Алевтинăпа Мария тренировкăсене. Вĕсен тăрăшни сая кайман. Тĕрлĕ ăмăртусенче малти вырăнсене çĕнсе илме пуçланă. Çавăн пек пĕр ăмăртура куç хывнă та вĕсем çине Шупашкарти тренерсем. Тăрăшуллă хĕрсене хăйсем патне чĕннĕ. Кунта вĕренме йывăртарах пулсан та вĕсене питĕ килĕшет. Тренировкăсемпе уроксене умлă-хыçлă йĕркеленĕ. Ирхи, каçхи сменăсенче вĕрентеççĕ çамрăк спортсменсене.
Тĕп хуламăрта вĕренме пуçланăранпа Алевтинăпа Мария кунран кун çитĕнÿсем тăваççĕ. Вĕсен кубоксемпе медальсем, дипломсемпе грамотăсем нумайланнăçем нумайланса пыраççĕ. Хăйсем çакăн пек çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунăшăн пĕрремĕш тренерне чунтан тав тăваççĕ. Шупашкарта вĕренеççĕ пулсан та унпа çыхăну тытма тăрăшаççĕ, тĕрлĕ сĕнÿ-канаш ыйтаççĕ.
– Ăмăртусенчен таврăнсан эпир чăн малтанах Мевлет Хабибулловича шăнкăравлама васкатпăр. Мĕнле иртсе кайни çинчен каласа пама тăрăшатпăр, – тесе пĕлтерет Алевтина.
Çак пултаруллă та тăрăшуллă хĕрсемпе ашшĕ-амăшĕпе тăванĕсемсĕр пуçне тăван ял, район çыннисем те мухтанаççĕ. Вĕсемпе мăнаçланаççĕ. Малашне те ĕмĕчĕсем пурнăçланса пыма,çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума, ялан пъедесталăн пĕрремĕш картлашкийĕ çинче тăма сунаççĕ. Çак хĕрсем чăннипех те чемпионка пулма тивĕç.
И. МАМУТКИНА.