13 августа 2008 г.
Çĕр ĕçĕнче техникăсăр паянхи кун алăсăр-урасăр пекех. Çапла, пурнăç аталаннă май лаша-вăкăрпа суха тунисем аса илÿ шайĕнче çеç юлчĕç. Тракторсен хакĕсем “çыртаççĕ” пулсан та вĕсене илме кирлĕ май шыраççĕ хуçалăхсем. Туянаймасан хыт-хура пусасси те часах. Ун пек тĕслĕхсем шырама инçе каймалла мар.
Кăçал районта мĕн пурĕ 65 миллион тенкĕлĕх ял хуçалăх техники туянма палăртнă. Укçи пысăк пек, анчах 50 единица илме кăна çитет иккен. Çурхи-кĕрхи ĕçсене ирттерме 3500 тонна çунтармалли-сĕрмелли материал кирлĕ. Уншăн вара 75 миллион тенкĕ кăларса хумалла. Хакĕ тата вĕçĕмсĕр ÿсет.
Йывăр пулсан та хуçалăхсем майне тупса хальлĕхе 50 миллион тенкĕлĕх 40 единица техника туяннă. Çавăн пекех малашне хăватлă, çĕнĕ йышшисемпе пуянлатасшăн парксене. Акă, районта харăсах темиçе ĕç тума пултаракан ака агрегачĕсем – 18, тырă акмалли “Кузбасс-ПК 8,5” ака агрегачĕ, МТЗ-1221 маркăллă тракторсем – 17, “Класс-Медион”, “Полесье 1218”, “AGROS-530” комбайнсем, “ДОН-1500В” комбайнсем – 14, пневматикăллă аллакан ПСМ-25 агрегатсем – 2, ПСМ-10-3, çĕр улми туса илмелли агрегатсем – 5, сакăр чĕкĕнтĕрĕ туса илмелли – 4 агрегат, вăл шутран “Франц – Клайн” комбайн тата тухăçа ÿстерекен, энерги ресурсĕ перекетлекен ытти агрегатсем пурри уй-хир тăкакне самаях чакарма пулăшать.
А.ИВАНОВ.