13 августа 2008 г.
“Сывлăх” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пуçламăш звенори 50 медицина ĕçченĕ, пĕтĕмĕшле практикăри офиссен 9 врачĕ, участокри 3 терапевт, 5 педиатр, 33 медицина сестри хушма тÿлевсем илнĕ. Çакнашкал çăмăллăхсем пулни пуçламăш звенори специалистсен йышне ÿстерме май парать. Паянхи куна офиссенчи врачсемпе терапевтсен кирлĕ шайĕнчен 85 проценчĕ пур, педиатри кадрĕсем çитмеççĕ.
Кăçал 3 врачпа 8 медицина сестри хатĕрлеме пăхнă. Пĕтĕмĕшле практика офисĕ валли пĕр врач вĕрентнĕ.