АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чуна илĕртекен «теттепе» усă курар майне пĕлсе

13 августа 2008 г.

Пĕр кунхине кÿршĕ яла кайма тиврĕ. Ялтан тухсан виçĕ кинемей те ман каяс çулпах пынине куртăм. Йышпа утма кăмăллăрах тесе хăваласа çитме шут тытрăм: кÿршĕ ялсем иккен, килĕсене кайма тухнă.

Сасартăк ман çумра пыракан кинемейĕн кĕсйинче такам хаяррăн кăшкăрса ячĕ. Хăранипе чутах йăванса каймарăм. Кĕсье телефонĕ иккен. Кинĕ шăнкăравлать. Пăшăрханать пулмалла. Çула май хунямăшне лавккана кĕрсе тухма хушать.

Çапла çумăр хыççăн кăмпасем шăтнă евĕр çил хăвăртлăхĕпе саланаççĕ çак çыхăну аппарачĕсем çынсен хушшинче. Чи пĕчĕккисенчен пуçласа çĕре çывхаракан ватăсем те усă кура пуçларĕç вĕсемпе. Пире вăл пĕр-пĕринпе кĕске вăхăт хушшинче кирлĕ ыйтусене татса пама пулăшать.

Мĕн авалтан ырри хыççăн усалли çÿрет тенĕ. Кĕсье телефонĕн те начар енĕсем пайтах. Вăл çыннăн тĕрлĕ ситуацийĕнче чи кирлĕ пулăшуçи пулсан, унăн сывлăхĕшĕн вара тăшман та пулма пултарать иккен. Тухтăрсем çак “теттене” мăйран çакса та, кĕсьере чиксе çÿреме те хушмаççĕ. Телефона сумкăра упрамалла. Ăна тăтăш çумра тытсан рак чирне кайма пулать имĕш. Калаçнă чух сассине хытă ямалла мар. Хăлхасăр тăрса юлас хăрушлăх пысăк.

Кĕсье телефонĕсемпе усă курма пуçланăранпа пирĕн пурнăç питĕ улшăнчĕ. Унтанпа эпир çыру çырма пăрахрăмăр. Çакна почтальонкăсем те çирĕплетсе параççĕ. Вĕсем унччентерех кунне 30-40 çыру валеçнĕ пулсан, халĕ вара кунне мар, эрнере те çавăн чухлĕ пуçтарăнаймасть.

Салтаксем патне те алла ручка тытса, шурă хута хуратса шăрçалама ÿркенетпĕр. Çакă каллех телефонсене пула.

– Атте ман пата çыру çырса ярăр,– тенĕ хĕсметре тăракан ывăлĕ ашшĕне.

– Мĕн çырмалла-ха тата; Пурне те телефонпа пĕлтертĕм-çке, – хурав илнĕ салтак каялла.

Çак чуна илĕртекен “теттене” пула çыру çырма çеç мар, хăнана та сайра çÿре пуçларăмăр. Пĕрре шăнкăравласа çур сехете яхăн калаçса илетпĕр те малалла пурăнатпăр. Малашне килтен те тухма пăрахатпăр пулĕ. Пĕр-пĕрин сăнĕсене те ММSпа ярса панă фото çине пăхса илнипе çеç çырлахса ларăпăр-ши;

И. МАМУТКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика