13 августа 2008 г.
Пĕлтĕр строительство ĕçĕсемпе районĕпе 927 миллион тенкĕ тăкакланă, кăçалl çур çул хушшинче – 360 миллион тенкĕ.
Çичĕ уйăхра 10413 тăваткал метр çурт-йĕр хута кайнă.l
“Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕ, çырăнтару керменĕ, районти больницăнl çĕнĕ корпусĕ хута кайнă.
Шăнкăртамри 400 ача вырнаçмалăх шкулпа ача сачĕн çуртне купаласа пĕтернĕ.l
Кăçал 27900 тăваткал метртан кая мар çурт-йĕре эксплуатацилеме палăртнă.l
Хальхи вăхăт таппине тивĕçтерекен стадион çулталăк вĕçне хута кайĕ.l
Нумай хваттерлĕ тепĕр çуртăн никĕсне хывма планланă.l
Çитес çул нумай хваттерлĕ виçĕ çуртра пурăнма пуçлĕç.l