16 августа 2008 г.
Августăн 12-мĕшĕнче районта республикăри Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев пулнă. Вăл ра-йон пуçлăхĕпе Н.Глуховпа тата унăн çумĕпе, АПК предприятийĕсем хушшинче хутшăну йĕркелекен пай начальникĕпе М.Калмыковпа хуçалăхсене çитсе курнă, вырма ĕçĕпе паллашнă.
“Труд” тата “Малалла” хуçалăхсем районта кăна мар, республикăра та малта пыраканнисем хушшинче. Иккĕшĕ те вăрлăх туса илессипе тăрăшаççĕ. Вĕсенче курмалли те, вĕренмелли те нумай. Ял хуçалăх министрĕ шăпах асăннă икĕ хуçалăхра та пулнă, хирсене кайса курнă. М.Игнатьева “Малалла” хуçалăхăн анинче çитĕнекен кукуруза тĕлĕнтернĕ те, савăнтарнă та (ÿкерчĕкре). Культура икĕ метр çÿллĕш ÿснĕ, тухăçĕ те гектартан 450-500 центнертан кая мар тухать. Çавăн пекех “Труд” кооперативăн соя уйне те министр пысăк хак панă.
Михаил Васильевич “Хастар” хуçалăхăн тĕш-тырă пуссине кĕрсе курнă. Хуçалăх Упамса çывăхĕнчи тахçанах усă курма пăрахнă çĕре арендăна илнĕ, ăна кĕрхи культурăсене акма хатĕрленĕ. Хăна унта та çитсе курнă. М.Игнатьев Чăваш Республикин Президенчĕ юхăнтарса янă лаптăксене ĕçе кĕртессипе хускатнă ыйтупа кунта çине тăрса вăй хунине ырланă.
“Первомайск” кооперативра яваплă тапхăра лайăх хатĕрленнĕ, ĕç-хĕле пĕлсе йĕркеленĕ. Министр йĕтем çинче пулнă, унта тăрăшакансемпе курса калаçнă, ыйтусем çине хуравланă.
Ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев вырмана кĕске вăхăтра вĕçлеме тăрăшмалли пирки сăмах пуçарнă.
– Яваплă тапхăра хăвăртрах вĕçлеме мĕн пур ресурссемпе усă курмалла. Пур ĕçченсене явăçтарма тăрăшмалла, комбайнсене сехечĕпе ĕçсĕр лартнăшăн явап тыттармалла. Тыр-пул пиçсе çитнĕ, апла пулсан ăна çухатусăр пуçтарса кĕртмелле. Ял хуçалăхĕ малалла мĕнле аталанасси паянхи кунран килет,.. – тенĕ Михаил Васильевич. Çавăн пекех çĕнĕ технологисемпе, элита вăрлăхсемпе май пур таран ытларах усă курмаллине палăртнă.
Юлашки вăхăтра татах ĕне-выльăх тата сыснасен йышĕ чака пуçланă. Хуçалăх ертÿçисем çакна какай хакĕ йÿнелнипе çыхăнтарнă.
Михаил Игнатьев тулли мар яваплă “Южное” пĕрлешĕве те çитнĕ. Кунта объекта реконструкцилессипе тимлеççĕ. Строительство ĕçĕсене хăвăртлатасси пирки сăмах пуçарнă. Строительсем ноябрь вĕçне объектăн хăш-пĕр пайне эксплуатацине кĕртессишĕн май пур таран тăрăшнине пĕлтернĕ.
Министр Патăрьелĕнчи сĕт-çу завочĕпе улма-çырла питомникне те çитсе курнă. Питомникри улма-çырла хунавĕсем çитĕнекен лаптăксем таса та тирпейли, хăйне майлă технологипе усă курни пурне те кăсăклантарнă. Ахальтен мар ĕнтĕ кунти продукцие туянакансем йышлă. Хамăр республикăран кăна мар, Раççей Федарацийĕн ытти регионĕсенчен те килеççĕ. Çулленех предприяти 100 пин ытла хунав сутать.
Патăрьелĕнчи сĕт-çу завочĕ сĕт хакне ÿстернине те палăртма кăмăллă. Ку вăл хуçалăхсемшĕн кăна мар, уйрăм çуртпа пурăнакансемшĕн те лайăх. Кулленех 40 тонна ытла сĕт килет кунта.
Ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев юлашкинчен Патăрьелсен ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, вырма ыйтăвне çивĕчлетнĕ.
О.БЕЛЬДЕКОВА.